Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Ялти ипотека» – вăйра

«Ялти ипотека» – вăйра

Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çĕршывра, çавăн пекех Чăваш Республикинче те «Ялти ипотека» программа ĕçлеме тытăннă.

Çăмăллăхлă кредитпа усă курса яллă вырăнта хваттер е çурт туянма, тума май пур. Граждансем ялта кăна мар, хула евĕрлĕ поселокра, хула округне кĕмен рабочи поселокĕнче, 30 пин çынран ытла мар пурăнакан пĕчĕк хуласенче те çурт-йĕр тума, туянма пултараççĕ. Чăваш Енре ун пеккисен шутне Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Етĕрне хулисем кĕреççĕ. Кредита 21-64 çула çитмен граждансене параççĕ.

Граждансене çăмăллăх шучĕпе паракан кредитăн çулталăкри ставки 0,1 процентран пуçласа 3 процент, кредит виçи – 3 миллион тенкĕ таран пулмалла.

Заемщикăн тăвакан е туянакан çурт хакĕн 10 процентне хăйĕн тÿлемелле.

– Гражданин çăмăллăхлă ипотекăна пĕр хутчен кăна илме пултарать. Енчен те заемщик пурăнмалли çурт тăвасшăн е тума пуçланине вĕçлесшĕн пулсан çак ĕçе подряд мелĕпе кăна пурнăçламалла. Тăвансемпе ĕç килĕшĕвĕ тума юрамасть, – тесе палăртнă «Раççей ял хуçалăх банкĕ» АОн регионти филиалĕн директорĕн заместителĕ Светлана Павлова. Вăл каланă тăрăх, заемщика страхласан та кредитăн çулталăкри ставки 2,7 процентран иртмелле мар. Клиент парăма тÿлеме пултарнине палăртнă чухне тĕрлĕ тупăша шута илеççĕ, çав шутра хушма хуçалăхра туса илекеннине те.

– Подрядчиксене полномочиллĕ банксен суйласа илмелле, аккредитацилемелле. Кредит организацийĕ подрядчиксене хăй требовани тăратать. Çурт-йĕр тăвас е хваттер туянас шухăшлă çын банка хăй суйласа илет. Укçапа вара системăна йĕркелекен кредит организацийĕ е полномочиллĕ банк тивĕçтерет, – тесе ăнлантарать ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Татьяна Рябинина.

Чăваш Енре çакăн пек организаци виççĕ – Перекет банкĕ, Раççей ял хуçалăх банкĕ, ВТБ. Хальлĕхе Ял хуçалăх министерстви полномочиллĕ банксене палăртман-ха. Çак ĕçе кăçалхи пĕрремĕш кварталта вĕçлесшĕн. Иккĕмĕш кварталта кредит пама пуçламалла.

Ялти ипотекăна паракан йĕрке ял хуçалăх таварне туса кăларакансене çăмăллăх кредичĕпе тивĕçтернĕ чухнехи пекех пулмалла. Раççей Ял хуçалăх министерстви ку схемăна йĕркене кĕртнĕ ĕнтĕ. Республикăри ведомствăра та проекта туллин пурнăçа кĕртесси пирки иккĕленмеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code