Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕç тăвакан власть органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура çур акине хатĕрленесси тата адреслă инвестици программи çинчен чарăнса тăнă.
Кăçал уй-хирте юр хулăнăшĕ пĕчĕк – 5-10 сантиметр анчах, тăпра та 30-70 сантиметр çеç шăннă. Çаксене шута илсен, уй-хирти ĕçсем те ытти çулхисенчен маларах, ака уйăхĕн 1-мĕш вунăкунлăхĕнче пуçланма пултарасси паллă. Апла пулсан, ака ĕçĕсене хатĕрленессине васкатма тивет.
Черетлĕ çур акире, республикипе илсен, культурăсене 305 пин гектар акса хăвармалла. Кĕр тыррисене кăрлач уйăхĕн вĕçĕнче тĕрĕсленĕ – калчасем, тĕпрен илсен, япăх мар хĕл каçнине палăртнă.
Акмалли вăрлăх çителĕклĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем, удобренисем хатĕрлес енĕпе малалла ĕçлемелле.
Республикăри адреслă инвестици программине 2019 çулта мĕнле пурнăçлани, 2020 çулхи плансем çинчен вице-премьер – экономика аталанăвĕн министрĕ Иван Моторин каласа панă.
Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне асăннă программăна кĕртнĕ объектсем валли федераци тата республика бюджечĕсенчен 6,66 миллиард тенкĕ уйăрнă. Ку çулталăк лимичĕн 88,9 проценчĕпе танлашать. Пĕтĕмпе – 7 теçетке ытла объект. Çав шутра строительство ĕçĕсен пурнăçланă пайĕ ытла та пĕчĕккисем те пур. Ĕçсем юлса пыраканнисен шутĕнче: шкулсемпе садиксем, газ котельнăйĕсем, Правительство, филармони çурчĕсем, Шупашкарти Университет урамĕнчи çулсем, 3-мĕш çурма ункă-çула проектласси тата ыт.те.
Олег Николаев инвестици программипе ĕçсем кал-кал пыманнин сăлтавĕсене малашлăха тĕплĕ курса тăманнинче те курать. Çавăнпа вăл çитес 5 çулта республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче хута ямалли социаллă пурнăçпа культура объекчĕсен, ытти объект кăтартăвĕсене пĕтĕмлетекен хăйне евĕр банк йĕркелеме сĕнет.