Воскресенье, Ноябрь 29, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăрçă вичкĕнлетнĕ хĕр

Вăрçă вичкĕнлетнĕ хĕр

Ытарайми ачалăха хыçа хăварса, телейлĕ пулма ĕмĕтленсе пурăнакан çамрăк хĕр ача 19 çул тултарнă ун чух. Çут тĕнче тивлечĕпе киленсе, пĕрремĕш юрату хĕлхемне туйса пурăнмалли тапхăрта ирсĕр тăшман пирĕн çĕр çине тапăнса кĕни çинчен хыпар сарăлать. Кĕтмен инкек пурне те – ача-пăчана та, çитĕннисене те питĕ хурлантарать, çав вăхăтрах тарăхтарать те. Анчах йывăрлăхра никам та алă усса лармасть, Тăван çĕршыва хÿтĕлеме пурте кар тăваççĕ.

Аслă Елчĕкри Агеевсен килĕнчен тăваттăн: Иванпа Василий, Александрпа Яков вăрçа тухса кайнă, хĕрсем: Кĕтерне, Явруç, Ульха тата Еля Улатăрта окоп чавнă тата ытти çĕрте ырми-канми вăй хунă.

Василипе Иван паттăррăн çапăçса вăрçă хирĕнчех выртса юлнă. Пуç йăтайми хуйхă, паллах, сывлăха та хавшатать, тарăху çуратать…

Çак кунсенче Явруç аппа патĕнче пулма тÿр килчĕ. Ăшшăн кĕтсе илчĕ мана аслă ăрури çын. Куншăн, паллах, питех те хĕпĕртерĕм. Ара, 98 çула çывхаракан кинемей çавăн пек вăр-вар пулнине хам курман пулсан ĕненессĕм те çукчĕ…

Ефросиния Мисякова 1922 çулхи ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче çуралнă. Степанида Ивановнăпа Максим Егорович Агеевсен йышлă çемйинчи 5-мĕш ачи вăл. Шкулта 4 класс пĕтернĕ хыççăн унăн малалла вĕренме май килмен. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе кÿлĕннĕ. Амăшĕ çумĕнче пур ĕçе те хăнăхса пынă. Кĕлте çыхнă чухне пуринчен малта пыракан хĕр ача ÿссе пынăçемĕн шанса панă пур ĕçре те, уйрăмах сÿс тÿнĕ чухне, хастарлăхĕпе палăрнă. Ашшĕ, ял Совечĕн председателĕ, харсăр хĕрне ялан мухтаса хавхалантарнă.

Явруç аппа вăрçă вăхăтне аса илнĕçемĕн унăн куçĕсем шывланчĕç. Пĕррехинче вăрман касма кайсан йывăç йăвантарнă чух вилĕмрен хăтăлса юлни çинчен те хурланса каласа кăтартрĕ. Златоустра питĕ нумай вăрман каснă иккен вĕсем. Свердловскра тимĕр руди кăларакан заводра ĕçленĕ вăхăтра темиçе хутчен те ураран ÿкнĕ самантсене аса илчĕ тыл ĕçченĕ. Тимĕр шăратнă çĕрте вара пĕр хутчен мар тăнне те çухатнă.

– Виçĕ уйăх çар заводĕнче ĕçленĕ хыççăн пире тăван тăрăха таврăнма ирĕк пачĕç. Пур пек укçана киле илсе килес тенĕ ĕнтĕ, çавăнпа тавар пуйăсĕпе 20 кун ытла кăмрăк купи тăрринче выртса килсе пыйтлансах кайрăмăр. Çимелли те пĕтнĕччĕ, аран киле çитрĕмĕр вĕт, – малалла сăмахлать Явруç аппа.

Орехово-Зуевăра торф кăларнă çĕрте те çăмăл пулман хĕр ачасене. Кунта Патреккелти Мария Гавриловăпа, Нина Крыловăпа пĕрле килĕштерсе, пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлени пирки аса илчĕ Ефросиния Максимовна.

1949 çулта Явруç аппа Ипатий Мисяковпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Пилĕк ача çуратса ÿстернĕ. Паян ăна ялта тĕпленнĕ икĕ хĕрĕ – Галинăпа Татьяна пăхса тăраççĕ.

– Пĕччен пурăнатăп пулсан та хĕрсем тунсăхлама памаççĕ, – кăмăлне уçать кинеми, – черетпе çĕр каçма килеççĕ, пур енĕпе те пулăшса тăраççĕ.

Çанталăк ăшă еннелле куçни ватăшăн ырлăх. Хĕлле урамра шуса ÿкесрен шикленнипе тăтăш пÿртре пулма тивет-çке ăна.

– Пĕлтĕр çеç çĕр улми аври çăлма ирĕк памарĕç мана ачасемпе мăнуксем. Халĕ унта курăк çитĕнтереççĕ, – кăмăлсăрлăхне те пытармасть Ефросиния Максимовна.

Вăрçă тути-масине самаях тутаннă ял хĕрарăмĕпе пĕрле 2 сехет хушши ларса тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм. Выçăлла-тутăлла, асаплă ĕçре пиçĕхнĕскере нимĕн те çапса хуçайман – нуша вичкĕнлентернĕ кăна пулмалла.

Акă, кĕтменлĕхре телефон сасси янраса кайрĕ. Явруç аппа йăпăр-япăр кофта кĕсйинчен туртса кăларчĕ те ăна, калаçма пикенчĕ. Тамара хĕрĕ шăнкăравлать иккен, пурте йĕркеллех-ши тесе.

Кинемей телефона сÿнтернĕ май ыйтмасăр чăтаймарăм:

– Хăв шăнкăравлама та пĕлетĕн-çке.

Хуравĕ вара кĕске çеç пулчĕ:

– Хама кирлĕ çынсемпе çыхăнса калаçма пултаратăп.

Пĕр ĕмĕре çывхаракан çын хăйне аван туять. Унăн теветкеллĕхĕ, тавçăрулăхĕ, тимлĕхĕ çав тери тĕлĕнтерчĕ мана. Кил-çуртра тасалăх, тирпейлĕх хуçаланать, пĕтĕм япала хăй вырăнĕнче. Урайĕнчи палассене те хăех çыхнă вăл. Пусма татăкĕсенчен «çуралнăскерсем», пĕри тепринчен хитре. Юлашки 2 çулта çыхма пултарнă вăл вĕсене.

Явруç аппан ĕмĕр тăршшĕнче тивĕçнĕ Тав хучĕсемпе, çырăвĕсемпе, юбилей медалĕсемпе паллашнă самантра пÿртре тутлă шăршă сарăлчĕ.

– Лавккари пакетлă чее ĕçместĕп эпĕ, – тет вăл, –курăксенчен хам хатĕрлени тутлăрах. Кунтах икĕ тĕрлĕ варени, канфет-пĕремĕк, аш-пăш, пулă.

– Эсĕ, хĕрĕм, тенкелпе чÿрече каррине лексе ан лар – атту лÿчĕркенме пултарать. Тата çекĕлтен вĕçерĕнесси те пур.

Çак сăмахсене илтсен пĕр вăтантăм, пĕр аванмарлантăм. Вăт сана 98 çулти ватă! Пурне те асăрхать, тимлесе тăрать. Ку çеç-и-ха? Хаçата куçлăхсăр вулать. Ара, мĕн каласси пур. Качака усрама пăрахни те 2-3 çул кăна-ха.

Вăтакассем килĕштерсе пурăнаççĕ те, ветеран уйрăмах Немцевсене, Афанасьевсене, Порфирьевсене, кÿршĕри Петр Агеева тав туса пĕтереймест. Вĕсем пулăшсах тăраççĕ ăна. Райбольницăри ача-пăча тухтăрне Надежда Афанасьевăна уйрăмах ырăпа асăнать.

Умне тăрса, пуç тайса тав тумалли хисеплĕ ватăпа пĕр ĕмĕрхи юбилейне пĕрле ирттерме калаçса татăлтăмăр.

В.ВАСТУЛОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Е.Мисякова Галина хĕрĕпе.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code