Çулсем иртнĕçемĕн эпир Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин хакне тата та тарăнрах ăнланса пыратпăр, вăрçăпа çыхăннă кашни çыннăн пурнăçне хисепе хуратпăр. Шел, вăрçа хутшăннă паттăрсен речĕ çулсеренех сайралса пырать. Аслă Пăла Тимеш ялĕнче хальхи вăхăтра пĕр сывă ветеран-фронтовик та юлман.
Вăрçă пуçлансан ытти пур вăй питти арçынпа пĕрле манăн атте те фронта тухса кайнă. Петр Леонтьевич Леонтьев /çар билечĕ çине Никифоров хушаматпа çырса хунă/ вăрçă пуçланнă вăхăтра Ворошилов ячĕпе хисепленекен колхозра бригадирта ĕçленĕ. Хуçалăха ун чухне В.Зайцев ертсе пынă. Вырăнта кирлине шута илсе-ши, аттене 1942 çулта анчах повестка панă. Мăшăрĕпе 5 ачине хăварса, ял-йышпа сыв пуллашса тухса кайнă вăл. Улатăр хулинче вĕсене çапăçу мелĕсене вĕрентнĕ. Вĕсем унта тăнă вăхăтра анне салтак арăмĕсемпе канашласа сухари, çĕр улми типĕтсе Улатăра атте патне çуранах тухса кайнă. Вăрăм çула кĕскетсе çăпати çĕтĕлсе тухнине, таканĕ те татăлса ÿкнине, тăла чăлхи исленсе пĕтнине калатчĕ анне. Киле таврăнсан икĕ ури те пĕрене пек шыçăнса кайнăран 2 уйăх вырăнпах выртнă вăл. Ачисенчен чи асли те 11 çулта анчах пулнă ун чухне.
Сывалса çитсен аннене атте вырăнне бригадира лартнă. Тыр-пул пухса кĕртнĕ тапхăрта ĕç нумай пулнăран вăл киле çывăрма та килеймен хăш-пĕр чухне.
Атте вăрçăра разведчик пулнă. Смоленск тăрăхĕнче черетлĕ задани вăхăтĕнче мина лартнă вырăна килсе тухса йывăр аманнă вăл. Унпа пĕрле çапăçнă Шăмалак чăвашĕ çакăн хыççăн килне çапла çырнă: «Аслă Пăла Тимеш чăвашĕпе пĕрлеччĕ эпир. Питĕ йывăр аманчĕ. Ăш-чикĕ йăлтах тухса ÿкнĕччĕ, вилчĕ пуль вăл. Çемйине çакăн пирки пĕлтерме тăрăшăр-ха…»
Санитар пулнă пĕр вырăс аттене плащ-палатка çине хурса вăрçă хирĕнчен сĕтĕрсе тухса госпитале ăсатать. Арзамасри больницăна илсе каяççĕ ăна. Контузи илнĕрен атте хăй кам пулнине çур çултан анчах каласа кăтартма пултарнă. Килтисем вара вăл вилни çинчен пĕлтерекен хута илсе татăлса йĕнĕ.
Вăхăт шав малалла шăвать. Колхозра пуçтарса илнĕ тыр-пула фронта ăсатаççĕ – ăна лашасемпе, тепĕр чух вăкăрсемпе Канаша леçеççĕ.
Пĕр тĕттĕм каç çемье чÿречерен хытă шакканипе вăранать. Урамри çынсем тархасласах хваттере яма ыйтнă. Анне килте арçын çук, ачасем пĕчĕк тесе алăка уçма килĕшмест. Килнĕ çынсем çине тăрсах шаккаççĕ, йăлăнсах хăйсене кĕртме ыйтаççĕ. Çемйипе канашласа анне çурта кĕртет хайхисене. Палламан çынсем хăйсемпе пĕрле пĕр чăмакка йăтса кĕреççĕ. «Чĕп куç» лампа çутипе кил-йыш аттене палласа илет. Вилĕм аллинчен аран тăрса юлнăскер çапла майпа тăван киле таврăннă.
Пуçланнă вара нуша… Атте хăй тĕллĕн утса çÿреме пултарайман, юхан-суранĕсем канăç паман. Анне ĕçе тухса каяс умĕн кăмака хутса ăшăтнă, апат пĕçерсе çитернĕ, суранĕсене çуса тасатнă, йăтса кăмака çине вырттарса хăварнă. Кил-çуртри юрăхлă япаласене /вăл шутра тăлăп/ пуçтарса сутса ĕне туяннă çемье. Аттене куллен ăшă сĕт, чĕрĕ çăмарта ĕçтерни ăна вăй илме пулăшнă. Тухса ÿкнĕ пыршисене çĕнĕрен вырнаçтарнă вар-хырăмĕ пĕтĕм апат-çимĕçе йышăнайман çав. Çемье ăшши, вĕсен юратăвĕ ăна чĕрĕлĕх çути парнеленĕ. Майĕпен кил хуçи ураланма пуçлать. Кашни участокра ĕç алли çитменнипе учетчик ĕçĕсене пурнăçласа пыма шанаççĕ Петр Леонтьевича. Вăй-хал илсе пынă май вăл ферма заведующийĕнче те, каярах чылай çул бригадирта та ĕçлет. Тивĕçлĕ канăва тухас умĕн столяр цехĕнче тăрăшрĕ – кунта 70 çула çитиччен ĕçлерĕ. Аслă Çĕнтерÿ тунă хыççăн тата 37 çул пурăннă атте сăпайлăхĕпе палăрса тăратчĕ. Нихăçан та мухтанмастчĕ. Вăрçă пирки калаçмастчĕ вăл. Хырăмĕ те, урисем те çĕвĕ-çакă ăшăнчеччĕ. Хăлхи хыçĕнче пÿрне сыппи пысăккăш осколок пурччĕ. Нимĕç «парнине» вилсен хăйпе пĕрле илсе кайрĕ.
З.ПОРТНОВА.
Аслă Пăла Тимеш ялĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: П.Леонтьева çаврашкапа палăртнă.