Районта Раççей Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн надзор ĕçĕ-хĕлĕн тата профилактика ĕçĕсен территори подразделенийĕсен начальникĕсен семинар-канашлăвĕ иртнĕ, ăна асăннă управленин начальникĕ Николай Петров ертсе пынă.
Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин та хутшăннă.
Ертÿçĕсем пĕрле пухăннă май республикăри пушар тухнипе тата ăна сÿнтерессипе çыхăннă лару-тăрăва тишкернĕ, кăçалхи 2 уйăхри ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ.
Сăмах май, кăçал район территорийĕнче пĕр пушар тухнине регистрациленĕ.