Понедельник, 7 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Виççĕшĕ çĕнтерÿçĕ

Виççĕшĕ çĕнтерÿçĕ

Республикăри шкул ачисем кăçалхи январĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 22-мĕшĕччен олимпиадăсене хутшăнса /пурĕ 22 предметпа/ пĕлĕвĕсене тĕрĕслерĕç. Районти 42 ача 17 предметпа иртнĕ олимпиадăсенче тупăшнă, вĕсем 3-шĕнче çĕнтерÿçĕ, 10-шĕнче призер пулса тăнă.

Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсем – 11-мĕш класри Анатолий Нягин астрономи предмечĕпе иртнĕ олимпиадăра çĕнтерÿçĕ /ертÿçи А.Данилов/, математикăпа /Е.Кузнецова/ тата экономикăпа /В.Николаев/ призер, 10-мĕш класри Тамара Павлова право предмечĕпе /Р.Макарова/ призер, 9-мĕш класри Никита Долгов технологипе /С.Долгов/ çĕнтерÿçĕ, географипе /В.Тябукова/ призер, 11-мĕш класри Александр Филиппов географипе /В.Тябукова/ призер пулса тăнă. Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче вĕренекенсем те пысăк çитĕнÿпе палăрнă. 10-мĕш класри Анна Лапшина, Леонид Яшин, Александр Васильев физкультура предмечĕпе /О.Осипов/ призер, Даниил Ловкин астрономипе çĕнтерÿçĕ, физикăпа /Н.Чернов/ призер ята тивĕçнĕ. Çĕнĕ Пăва шкулĕнчи 9-мĕш класри Милана Емельянова историпе /А.Смирнов/ призер пулнă.

Тивĕçлĕ балл пуçтарнă вĕренекенсем мартăн 20-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 30-мĕшĕччен пыракан олимпиадăн юлашки тапхăрĕнче тупăшĕç. Кунта çĕнтерекен тата призер шутне кĕрекен ачасем олимпиада профилĕпе килĕшсе тăракан специальноçа алла илес тесен Раççейри кирек хăш аслă шкула та экзаменсемсĕр вĕренме кĕме пултараççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code