Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ашшĕсĕр ÿснĕ пулсан та…

Ашшĕсĕр ÿснĕ пулсан та…

Мускаври хваттертен – ялти кĕлет-пÿрте

– Каларăм сана, кĕвентепе меллех пулмасть тесе! – кăшкăрать çыран çинчен, пичке вырнаçтарнă лавпа шыв турттаракан лавçă вырăнне хама пулăшма килнĕ Толя. – Кĕçех анатăп та витрÿсене çĕнĕрен шыв тултарса йăтса хăпаратăп. Хăв улăх хăвăртрах. Унсăрăн шăнса вилетĕн.

Çак сăмахсене илтсен эпĕ ăçта тăнă, çавăнтах хытса тăтăм. Малтан лав çинче иккĕн выляса-кулса килни тĕтре пек сирĕлчĕ. Вăл тахăш самантра çăлран шыв ăсса витресене тултарчĕ те, таптаннă юра картса тунă картлашкапа чĕркуççи таран юр ашса пырсан та, вашлаттарсах çыран çине хăпарса кайрĕ. Эпĕ, алăра нимĕн те çук пулин те, кĕвентепе çĕкленĕ витресенчи шыв тăкăннипе пăрланнă картлаç тăрăх ниепле те йĕркеллĕ утаймастăп. Пăрала пек пулса кайнă калуш чараксăр шунăран пĕр утăм малалла, икĕ утăм каялла каятăп, тейĕн .

– Сана, çурхи шывра путакана çăлнă пек, тилхепе ывăтса парас пулĕ, – ахăлтатать Толя. Хăй çавăнтах тепĕр хут хыпаланса анса ман пата çитрĕ те пилĕкрен ярса илчĕ. Эпĕ унăн çирĕп аллисен ытамне лекнĕрен тата хĕп-хĕрлĕ пичĕсенчен тапса тăракан ăшă хум çапнăран… ĕсĕклесе вăранса кайрăм. – Мухтав Турра! Тĕлĕкре иккен, – хампа хам калаçса илтĕм куçа уçсан.

– Чăннипе, тĕлĕкри хăш-пĕр пулăмсем пурнăçа кĕреççĕ, – йăл култăм Елена Ивановнăна лăплантарас шутпа.

– Хăй вăхăтĕнче çавăн пек пулнă та! – килĕшрĕ тăххăрмĕш теçеткепе пыракан, анчах паян та тăп-тăп çÿрекен хĕрарăм.

Пĕлетĕп-ха, вăл килти мĕнпур ĕçе вăр-вар пурнăçлать, ывăлĕпе кинĕ килте çук чухне пĕтĕм хуçалăхпа пахчара йĕркелĕх тытса тăрать. Халĕ те, авă, эпĕ блокнот çине темиçе сăмах çырса хунă çĕре, сĕтел çинчи куркасене тин çеç вĕренĕ техĕмлĕ чей тултарма ĕлкĕрчĕ.

– Ара, эпир ÿснĕ вăхăтри вăрçă тата ун хыççăнхи çулсем тĕлĕнмелле йывăр пулнă та, – пуçланнă калаçăва хăех малалла тăсрĕ. – Хуларан яла таврăнсан икĕ çул колхоз сурăхĕсене пăхнă хыççăн ĕне фермине куçма сĕннине ниепле те хирĕçлеймерĕм. «Халĕ эсĕ хĕр пулнă ĕнтĕ, – терĕç те, алла витре тыттарчĕç. – Çак ушкăнри вунă ĕнене пăхатăн та, сăватăн та».

…Хуçасем /Евстратий Трофимов председательпе Андрей Майков заведующи/ витерен тухса кайсанах ун умне унччен фермăра самаях ĕçленĕ Мария Лукиянова пырса тăчĕ. «Ан кулян, Лена, хăнăхатăн. Çирĕпрех пул кăна. Ĕнене ачашлама пĕлнипе пĕрлех хăвна пăхăнма хăнăхтармалла. Чĕччисене вара икĕ алăпа лайăх чăмăртаса туртма тăрăш. Ун чух сĕчĕ те ытларах анать, ĕне те киленсе кăна лăпкă тăрать…»

– Эсĕ маларах хулара пурăнни çинчен асăнтăн та, – терĕм унăн ачалăхĕпе кăсăкланнине систерсе.

– Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче пирĕн çемье Мускава куçса кайнă пулнă, – хуравларĕ Елена Никифорова. – Атте вăрçа кайиччен анне хĕрпе ывăл çуратнă. Анчах ывăлĕ пĕчĕклех чечек чирне пула вилнĕ. Çав вăхăталлах атте, Сталинграда хÿтĕленĕ çĕре хутшăннăскер, тан мар çапăçура пуçне хуни çинчен хыпар çитет. Çитменнине, тăшманăн тĕп ушкăнĕсене Совет çарĕ Мускав патĕнчен хăваласа янă пулсан та, вĕсен самолечĕсем хула таврашĕнчи районсене бомбăсем пăрахса тертлентерни чуна çÿçентерсе тăрать. Шăпах çав хăрушлăхран хăтăлас тесе анне Елчĕке таврăнма шутлать. Ун чухне, эпĕ ача-пăча кăна пулсан та, хамăр питĕ пĕчĕк пÿртре хĕсĕнсе пурăннине астăватăп. «Вăл çурта укçалла туяннă кĕлете çĕнетсе тунăччĕ», – хурлăн каласа паратчĕ анне, мана, пĕртен-пĕр хĕрне пĕчченех пурнăç çулĕ çине кăларнăскер. Акă мĕншĕн пире, ĕçлеме тытăннă-тытăнманах, çĕнĕ пÿрт лартас шухăш канăç паман…

– Ун чухне строительство материалĕ тупасси те çăмăл пулман …

– Мĕн калама? Тарсан вăрманне /Елчĕкрен 10-15 çухрăма/ е Патăрьел районĕнчи Турханкассине вутăлăх е ĕçе каякан йывăç кăларма каяттăмăр. Мана, пĕчĕкскере, пĕр мучи хваттере яни, Илкесер ятлă тутар хĕрĕпе юнашар вырăн пани паянхи пекех асра. Каярах, пÿрт лартсан, атте вырăнне хунă бабая Елчĕк пасарĕнче курмассерен хăнана чĕнеттĕм, шăкăлтатса калаçса лараттăмăр вара. Халĕ те хамăра кăмăлтан пулăшнă ырă çынсен сăнарĕ куç умĕнче.

Килĕшÿллĕ ĕçре хавхаланать чĕре

– Паян эсир таврари сумлă ветерансенчен пĕри…

– Ун пекех мар пулĕ те. Анчах мана, пĕр улшăнмасăр ĕне ферминче кăна та 44 çул тар тăкнăскере, тивĕçлипех хисепленĕ. Пÿрт валли материалсем тупма колхоз ертÿçисем те нумай пулăшнă. Астăватăп-ха, çурт тăррине /вăл вăхăтра шифер е калай сутлăхра пулманпа пĕрех/ виттерес ыйтупа А.Иванов председатель те чылай тăрăшрĕ.

– Лайăх ĕçлекенсем, уйрăмах фермăра выльăх пăхакансем, ял чысĕпе мухтавĕ пулнă та…

– Чăннипех çапла. Вăрçă чарăнсан темиçе çултанах пурнăç ырă енне улшăнчĕ. Колхоз аталаннă, çирĕпленнĕ май выльăх-чĕрлĕх йышĕ те хушăнсах пычĕ, ĕç условийĕсем тĕпренех лайăхланчĕç. Маларах аса илнĕ тĕлĕкри – Кĕçĕн Пăла кукăрĕнчи пĕчĕк çăлтан е кÿлĕсенчен фермăри выльăхсем валли шыв турттарни тата витрепе йăтсах валеçсе пани манăçа тухрĕ. Ĕнесене хăш-пĕр çулсенче вите-кĕлет тăрринчи улăма илсе çитерни тата шывне те, апатне те алă вĕççĕн валеçсе пани халĕ юмахри пек туйăнать. Каярахпа, мĕнпур ĕçе механизацилени ывăнмасăр ĕçлеме вăй-хал тата хавхалану кÿретчĕ. Çав хатĕр-хĕтĕре вырнаçтарнă тата пăхса тăнă çĕре чылай вăхăт Толя мăшăрăм хутшăннăран, вăлах пăхса тăнăран хама çунат хушнă пекех туяттăм.

Унпа тата ферма коллективĕпе алла-аллăн тытăнса ĕçленĕрен çемьере пилĕк хĕрпе ывăл çуралса çитĕнни те хăналăх пурнăç пек тăрса юлчĕ. Мăшăрăм /«алли ылтăн» тетчĕç ун пирки пурте/ фермăра пулсан та, çыхăну уйрăмĕнче ĕçленĕ чухне те ял-йыша тĕрлĕ пулăшу пама та ĕлкĕретчĕ. Анчах питĕ шел, ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ. Унăн ĕçченлĕхĕпе çынлăхĕшĕн, пысăк пĕлÿ пулмасан та анлă тавракурăмлă пулнишĕн савăнса тăраттăм. Мĕнле те пулин кирлĕ япала, техника валли запас пай ăсталамалла пулсан, дипломлă инженер пек, малтан чертежсем ÿкеретчĕ, хăех çав япалана туса çынсене тĕлĕнтеретчĕ. Вăл чăн-чăн арçын тата ăслă çемье пуçĕ пулни те мана ĕçре лайăх кăтартусем тума пулăшса пынă, паллах.

Лайăх кăтартусем тенĕрен, Елена Ивановна ĕçленĕ ферма районта анчах мар, республикăра та малтисен ретне тухнă. Туслă коллектива нумай çул Клавдия Миллина ертсе пынă. Фермăра çĕнĕ меслетсене ĕçе кĕртес, ĕнесен ăратлăхне çĕнетес енĕпе нумай ĕçленĕ. Сăвăнакан ĕнесен симментал йăхне хура-улисемпе ылмаштарсан сĕт сăвасси кĕске хушăрах икĕ хута яхăн хушăнчĕ. Кашни ĕнерен ырă-сывă пăру илсе çитĕнтерес тĕллев пурнăçа кĕчĕ. Мĕн çамрăкран ферма ĕçне кÿлĕннĕ ветерансем ытти выльăх ĕрчетекенсем хушшинче тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Правленипе профсоюз комитечĕ енчен Елена Никифорова нумай хутчен ят-сума тивĕçнĕ.

– Мускаври халăх хуçалăхĕн куравĕнче пулни, унăн медальне тивĕçни е турист путевкипе Болгари çĕршывне çитсе курни те манăнмасть, – палăртать Елена Ивановна.

– Колхоз авторитечĕ пулнă вăхăтрах эсĕ обществăлла ĕçрен те пăрăнса юлман. Çапла-и?

– Пурнăç хăех активлă пулма хистет. Правлени ларăвĕсене те çÿренĕ. Профком членĕ те пулнă. Ял-йыш икĕ хутчен Елчĕк ял, пĕр хутчен район Канашĕн депутатне суйланă. Çавна май час-часах суйлавçăсемпе тĕл пулнă, тĕрлĕ ыйтусем татса пама та хутшăннă. Пĕррехинче, çамрăк Арбузовсен çемйи валли хваттер ыйтăвне татса панă чухне, ĕçтăвком комиссийĕн ларăвĕнче самаях çивĕч калаçма, хамăн шухăша çирĕплетме тÿр килнине хальхи пек куратăп. Хваттерлĕ пулнă çемье /халĕ суту-илÿпе ĕçлеççĕ/ пасарта курмассерен çавăншăн паян та тав тăвать.

– Эсĕ 50 çула яхăн колхозра ĕçленĕ, пурнăç çулĕпе утма тытăнни те сахалах мар. Çакăн пирки хушса тата мĕн каланă пулăттăн?

– Ял çыннин чăтăмлăхĕ. Мĕн кăна тÿссе ирттермен вăл? Вăхăчĕ-вăхăчĕпе выçăллă-тутăллă пулнине те курнă. Вăрçăра вилĕмпе куçа-куçăн çапăçнă е паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунисене пулăшас тесе пĕтĕм вăйран тăрăшнă хушăрах çемье вучахне сÿнме паман амăшĕсемпе вĕсен ывăл-хĕрĕсем хурçă пек çирĕп пулни.

– Эсĕ ху шăпах çавсен шутĕнче, – теме çеç пултартăм вăл хăй чăн-чăн «вăрçă хĕрĕ», пултаруллă та пуçаруллă ял ĕçченĕ пулнине кăмăлтан палăртса.

Патшалăх наградисем те чылай унăн. Çав шутра ЧР Аслă Канашĕн Хисеп грамоти те … Вĕсемпе пĕрлех Мускавра тухакан «Сельская жизнь» хаçатăн чĕрĕк ĕмĕр каяллахи номерне те типтерлĕн упрать. Унта вĕсем виççĕн: Елена Ивановна, районти ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ В.Воробьев тата «Прогресс» колхоза 20 çул ытла ертсе пынă А.Иванов. Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх ĕçченĕсен уявĕнче тунă хитре сăн ÿкерчĕке пĕрремĕш страницăна çапса кăларнă…

Анатолий ТИМОФЕЕВ,
ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code