Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕп ыйту – ачасен хăрушсăрлăхĕ

Тĕп ыйту – ачасен хăрушсăрлăхĕ

Çула çитмен ачасен районти комиссин анлă ларăвĕнче ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси çинчен чарăнса тăнă.

Черетлĕ ларура район прокурорĕн пулăшуçи Михаил Турхин, пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕн начальникĕ Александр Сайкин, ВДПОн вырăнти уйрăмĕн председателĕ Ольга Патшина район территорийĕнче алхаснă пушарсене тишкернĕ май уйрăмах ăнăçсăр çемьесене пысăк тимлĕх уйăрмаллине палăртнă.

Районта социаллă йывăр лару-тăрура пурăнакан çемьесенче пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене мĕнлерех пăхăннине сăнаса-пăхсах тăраççĕ-ха. Çапах та сисчĕвленмелли сăлтавсем те çук мар: республикăра кăçал 78 пушар алхаснă, вут-çулăмра 16 çын вилнĕ. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнче Вăрмар районĕнче алхаснă пушарта ăнăçсăр çемьесем пысăк инкек тÿсни чĕрене карт тутарать. Вут-çулăмра 6 çын вилнĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ – ачасем. Çавна май районти комисси членĕсем ялсене тухса çÿресе ăнăçсăр çемьесенчи лару-тăрупа тĕплĕнрех паллашассине, пушара хирĕç кĕрешсе тĕрлĕ профилактика ĕçĕсем пурнăçлассине тата анлăлатма палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code