Суббота, 15 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шаннă ĕçе кăмăлпа

Шаннă ĕçе кăмăлпа

пурнăçлама хăнăхнă Татьяна Адюкова. Чылай çул сутуçăра ĕçленĕ. Унтан Мускаври гуманитарипе экономика институчĕн юридика факультетне вĕренсе пĕтерсен Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕнче юристра тăрăшнă. Районта «МВК «Экоцентр» сахал яваплă обществăн клиентсемпе ĕçлекен специалисчĕн должноçĕ йĕркеленсен вара унта куçнă.

Обществăн клиентсемпе ĕçлекен Елчĕкри уйрăмĕ «Арбат» суту-илÿ центрĕн иккĕмĕш хутĕнче вырнаçнă. Офиса халăх йышлă çÿрет, чылайăшĕ кунтах хытă каяшсемшĕн тÿлет. Татьяна Вячеславовна клиентсемпе ăшшăн пуплет, тăтăшах вĕсене тĕрлĕ ырă сĕнÿ-канашсемпе пулăшать. Районта хытă каяш тÿлекен 10 пин ытла счет уçнă, вĕсем вăхăтра тÿленине тĕрĕслесе тăрать.

Татьяна пушă вăхăтра кĕнеке вулать, волейболла выляма кăмăллать.

Сăн ÿкерчĕкре: Т.Адюкова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code