Суббота, 27 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Халăх çыравĕн талисманĕ паллă

Халăх çыравĕн талисманĕ паллă

Цифрăллă çитес çыравăн хăйне евĕрлĕхĕ хăвăртлăх тата çăмăллăх пулать. Пĕтĕм Раççейри 2020 çулхи халăх çыравĕн талисманĕн конкурсне хутшăнакансем уйрăмах çав енсене палăртса нумай ĕç тăратнă. Конкурсăн жюри членĕсем шорт-листа кĕнисенчен «ВиПиН» ятлă вĕçен кайăка суйласа илнĕ. Урăхла каласан, «Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ».

Конкурса çĕршывăн 74 регионĕнчен 900 яхăн ĕç тăратнă. Тимлĕ аист, ăслă ÿхĕ, кайман-курман инçете чĕнекен вут кайăк, чапрас ураллă упа, панулмири лашасем тата ытти сăнарсем çитес çыравăн талисманĕ пулма тивĕçлĕччĕ. Анчах çĕнтерÿçĕ пĕрре кăна пулать – вăл вара «ЦыпаВиПиН» вĕçен кайăк. Унăн авторĕ – Самарăри ov–maxim архитектор тата иллюстратор. Конкурса хаклакансем шăпах унăн ĕçне Пĕтĕм Раççейри 2020 çулхи халăх çыравĕн талисманĕн чи лайăх варианчĕ тесе палăртнă. Ăна 60 пин тенкĕ парне кĕтет.

Раççейре пурăнакансем суйласа илнине пула ВиПиН финала тухнă ĕçсен шорт-листне лекнĕ. Конкурсăн жюри членĕсем çавсенчен чи лайăххине суйласа илнĕ. Вĕсен йышĕнче сумлă çынсем – Раççей статистикин, «Комсомольская правда» издательство çурчĕн, «Экономика аслă шкулĕ» наци тĕпчев университечĕн тата ытти сферăри специалистсем.

Пĕтĕм Раççейри 2020 çулхи халăх çыравĕн Медиаофисĕ Мускавпа Санкт-Петербург хулисенчен, Мускав, Ленинград, Свердловскпа Пенза облаçĕсенчен, Тутарстан республикинчен конкурса тăратнă тата тепĕр 10 ĕçе палăртнă. Вĕсенчен пĕр пайĕ çыравăн символикине тĕрлĕ енлĕ аталантарнă, теприсем – çĕршывăн пĕлтерĕшлĕ ĕçĕнче волонтерсем пулăшнине тата вăл цифрăллă пулнине кăтартнă. Çавăн пекех, интернет-сасăлавра мала тухнă Тигр Ярославпа унăн «Конек-огонек» ĕçĕ кăмăла кайнă.

Шорт-листа кĕнĕ ĕçсен 77 авторне финала тухни çинчен сертификат параççĕ, Медиаофис палăртнă сăнарсене шутласа тупакансене асăнмалăх парнесем кĕтеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code