Пин ытла çын хутшăннă театрализациленĕ представлени чăваш халăхĕн историллĕ кун-çулне анлăн уçса пачĕ: йăх-несĕлсем вырăнтан вырăна куçса çÿренине, Вырăс патшалăхĕпе пĕрлешнине, революци юхăмĕнче тата граждан вăрçинче ирĕклĕхшĕн кĕрешнине… Ÿкерчĕксем пĕр-пĕринпе ылмашăнса пынă май, Чăваш Ен аталанăвĕн кашни паллă тапхăрĕ кураканра хавхаланупа мăнаçлану çуратрĕçех. Унтан, акă, районсемпе хуласен сумлă çыннисем – тырă-пулă çитĕнтерекенсемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансем, çурт-йĕр çĕклекенсемпе станок умĕнче ĕçлекенсем, спортсменсем, çамрăк ăрăва пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрлекенсем… парада тухрĕç. Вăл йышра Елчĕк енĕн маттур хĕрĕ-ывăлĕсем те.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев регион аталанăвне шăпах уяв парадне хутшăннисем – хăйсен ĕçне чунтан парăннисем, малашлăха пысăк шанчăкпа пăхакансем никĕсленине палăртрĕ.
Олег Алексеевич мероприяти пĕлтерĕшне пысăка хурса хакланипе пĕрлех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин йывăр та асаплă çулĕсене аса илмесĕр те иртмерĕ. Фронта Чăваш Енрен 208 пин çын тухса кайнă, вĕсенчен çурри каялла таврăнайман. Тылрисем те çĕнтерĕве çывхартнă. Çав вăхăтрах чăваш çĕрĕ çинче стрелоксен 3 дивизийĕ йĕркеленнĕ. Республика тата ун тулашĕнче кун çути курнă 96 ентеш Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ.
Уявра «Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул» юбилей медальне чи малтан тивĕçнисем те пулчĕç. Вĕсем – Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕсем, СССР халăх артистки Вера Кузьмина, Шупашкар – Чăваш Ен митрополичĕ Варнава владыка тата Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ Иван Долгушин строитель.
«Пĕрле эпир кирек мĕнле йывăрлăха та парăнтарма, умри тĕллевсене пурнăçлама пултаратпăр», – çирĕплетрĕ Олег Николаев «Пĕрле» чĕнĕвĕн пĕлтерĕшне палăртса.
ШУХĂШ
Алексей ТРОФИМОВ, Тăрăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
– Пысăк йышпа хатĕрленĕ анлă содержаниллĕ, курăмлă мероприяти. Вăл чăннипех Чăваш Енре пурăнакан тĕрлĕ халăхсен хастарлăхне, туслăхĕпе пĕрлĕхне уççăн çирĕплетрĕ.
Александр МУЛЛИН, районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕ:
– Пирĕн халăхăмăрăн историйĕ тĕлĕнмелле пуян. Вăл утса тухнă пĕлтерĕшлĕ событисене куракан умне кăларни – калама çук пысăк ĕç. «Пĕрле» чĕнÿ малашне те пурнăçри тĕп лозунгсенчен пĕри пултăрччĕ.
Н. ФЕДОРОВ.