Суббота, Март 28, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Физкультура и спорт > Спартакиадăра палăрнă

Спартакиадăра палăрнă

Етĕрнери «Присурье» физкультурăпа спорт комплексĕнче аслă ăрурисем хушшинче республикăри «Спортри нумай çуллăх» спартакиада иртрĕ.

Ăна Чăваш Енри Спорт министерствипе Раççей пенсионерĕсен пĕрлĕхĕн регионти уйрăмĕ йĕркеленĕ.

Республикăра саккăрмĕш хут иртет вăл.

Кăçалхи спартакиадăна сумлă юбилейсене халалланă: Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул, Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 100 çул çитнипе пĕрлех Раççей пенсионерĕсен пĕрлĕхĕн регионти уйрăмне туса хуни 15 çул.

Пирĕн район чысне Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнче пурăнакан Михаил Скворцовпа Эльвира Иванова хÿтĕлерĕç. Вĕсем шывра ишессипе чи лайăх вунă команда йышне кĕме пултарчĕç. Дартс вăййинче Эльвира Иванова спартакиадăн бронза медальне тивĕçрĕ.

Спорт ăмăртăвĕсенче нихăçан та маххă памаççĕ пирĕн районти аслă ăру çыннисем. Маттурах вĕсем.

В.ВАСИЛЬЕВА,
пенсионерсен районти уйрăмĕн ертÿçи.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code