Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Герой мăнукĕ те пулăшать

Герой мăнукĕ те пулăшать

Елчĕкри Спорт çуртĕнче Совет Союзĕн Геройне Александр Филиппович Беляева асăнса кире пуканĕ йăтакансен йăлана кĕнĕ район чемпионачĕпе первенстви иртнĕ.

Массăллă ăмăртура ÿсĕме кура 21 ушкăнра 120 ытлан пьедестал çине хăпарассишĕн тупăшнă. Вĕсене малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Леонард Левый, республикăри кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн председателĕ, ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юрий Карпов, Петр Сидоров спорт журналисчĕ саламласа çитĕнÿсем суннă. Вĕсем çавăн пекех ентешĕн паттăрла кун-çулĕпе паллаштарнă, унран тĕслĕх илсе яланах хастар та мал ĕмĕтлĕ пулмаллине палăртнă. Атлетсене ăнăçу сунса турнирăн тĕп спонсорĕ, Санкт-Петербургра пурăнакан Геройăн мăнукĕ – Владимир Беляев саламлă телеграмма янă.

Сăмах май, ăмăртăва йĕркелесе ирттерме, призерсене чыслама Александрпа Виктор Беляевсем те çулсерен хастар хутшăнаççĕ.

Командăсен ушкăнĕнче çĕнтерÿçĕсен йышне Курнавăшри вăтам, Патреккелти тĕп шкулсем тата Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕ кĕнĕ. Уйрăм атлетсем тĕрлĕ призсене тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code