Четверг, Август 6, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Общество и право > Электрон мелĕпе усă курса

Электрон мелĕпе усă курса

Раççей Федерацийĕн патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă Чăваш Енре пурăнакансем паян тĕрлĕ ĕç пурнăçлама пултараççĕ.

Раççей ШĔМĕн территори органĕсенчи лицензипе ирĕк паракан ĕçĕсен подразделенийĕсем паянхи кун хĕç-пăшал туянма тата упрама ирĕк паракан лицензи е уйрăм хуралçăн удостоверенине илнĕ чух граждансене электрон мелĕпе усă курма сĕнеççĕ. Çапла тăвас тесен граждансен чи малтанах патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче регистрациленмелле, унтан электронлă майпа заявленипе кирлĕ документсем тăратмалла. Регистрациленнĕ чух патшалăх пенси страхлавĕн страхлав свидетельстви кирлĕ.

Электрон мелĕпе сĕнекен ытти пулăшусен тĕсĕсемпе эсир асăннă портал тата ЧР ШĔМĕн сайчĕсенче паллашма пултаратăр.

И.ЖИРНОВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code