Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çамрăксене йышăнма хатĕр

Çамрăксене йышăнма хатĕр

Ростуризмра йĕркеленĕ канашлура ачасен вĕренÿ туризмĕн комитетне туса хума йышăннă. Çĕршывра ачасен вĕренÿ туризмне аталантарас енĕпе анлă ĕç пуçараççĕ. Ку Чăваш Ене те тÿррĕнех пырса тивет. Çакăн çинчен Алла Салаева вице-премьер каласа панă.

– Эпир – вĕренÿ процесне музейсенчи экскурсисемпе интеграцилемелли программăсем хатĕрленĕ йышлă мар регионсенчен пĕри, – тенĕ Алла Леонидовна. – Калăпăр, Евклидăн мар геометрине вĕреннĕ чух ачасем Лобачевский музейĕнче пулса курни вырăнлă – Куславкка районĕнчи çак музей пирки нумайăшĕ пĕлмест те пулĕ. Ÿнерпе çыхăннă пĕлĕве пирĕн ÿнер музейĕсенче пулса туптани лайăх. Уйрăм çыннăн историри пĕлтерĕшне, революци çулĕсенчи пулăмсене тишкерекен ачасене вара Чапаев музейне илсе кайса кăтартмаллах.

Республикăра çак программăсене хатĕрленĕ, «чĕрĕ уроксен» каталогĕсене пичетлесе кăларнă. Чăваш Ен практики – çĕршыв шайĕнче чи интереслисенчен пĕри.

Республикăри музейсем тĕрлĕ регионтан килекен ачасене хапăл пулĕç, Чăваш Ен ачисем те Третьяковкăра, Эрмитажра, ытти регионти интереслĕ музейсенче пулса курĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code