Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вĕренме кая юлман

Вĕренме кая юлман

Ĕçсĕр тăрса юлни, паллах, никама та савăнтармĕ. Тивĕçлĕ канăва тухиччен 3-4 çул юлнисене çакă уйрăмах шухăшлаттарать.

Пенси умĕнхи граждансен ĕç прависене хÿтĕлессипе çыхăннă ĕçсем республикăра иртнĕ çул уйрăмах анлă сарăлнă. Кăçал социаллă пулăшу мерисем те вăйланнă. «Демографи» наци проекчĕн «Аслă ăру» регион проекчĕпе килĕшÿллĕн професси пĕлĕвĕ парассинче тата хушма професси вĕрентĕвĕпе тивĕçтерессинче пысăк улшăнусем пулса иртнĕ. Программăри çĕнĕлĕхсем республикăра пурăнакан 50 çултан аслăрах мĕн пур граждана пырса тивеççĕ. 2024 çул вĕçленнĕ тĕле проект пулăшнипе 3500 ытла çын хушма професси илме пултарĕ. Çак тĕллевпе 6 çулта 189 миллион тенке яхăн уйăрма палăртнă.

Сăмах май, программăна ĕçсĕр граждансем кăна мар, хальхи вăхăтра ĕçлекенсем те хутшăнма пултараççĕ. Вĕреннĕ тапхăрта ĕçсĕррисене стипенди тÿлеççĕ. Вăл Раççейре ку çулта çирĕплетнĕ ĕç укçин чи пĕчĕк виçипе /12130 тенкĕ/ танлашать.

Çакна та шута илмелле, 50 çултан иртнĕ кирек хăш çын та хăй пурăнакан вырăнти ĕçлев службине ку ыйтупа пыма пултарать. Унти специалистсем кашни çынпа уйрăммăн калаçаççĕ, тивĕçлĕ вĕрентÿ программине сĕнеççĕ. Çак ĕçе пурнăçлама республикăри 200 организаципе килĕшÿ тунă, 80 ытла профессирен тăракан вĕрентÿ программисене туса хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code