Пятница, Июнь 5, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Чи кирли – çын сывлăхĕ, хăрушсăрлăхĕ

Чи кирли – çын сывлăхĕ, хăрушсăрлăхĕ

Мартăн 25-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин коронавирус чирĕ анлă сарăласран сыхланас тĕлĕшпе палăртакан ĕçсемпе паллаштарчĕ. Владимир Владимирович çынсене яваплăха туйса халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче çÿресрен асăрхаттарчĕ.

Çĕршывра мартăн 28-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 5-мĕшĕччен кану эрни пуласси çинчен йышăну тунă. Çапах та ĕç укçи сыхланса юлĕ. Çак чару больницăсенче, транспорт тытăмĕнче, аптекăсенче, апат-çимĕç лавккисенче, банксенче тата власть тытăмĕнче ĕçлекенсене пырса тивмĕ.

Çавăн пекех Владимир Путин Раççей Конституцине тÿрлетÿсем кĕртекен сасăлав кунне те каярах ирттерессине пĕлтерчĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев республикăн патшалăх влаçĕнче вăй хуракансем çĕршыв Ертÿçи палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пыма хатĕррине çирĕплетнĕ.


Пĕлсе тăма
Инфекци чирĕнчен асăрханмалли меслетсем ансат:
– алла тăтăш супăньпе çумалла, уйрăмах çынсем йышлă пулнă вырăнтан, урамран таврăннă хыççăн тата апатланас умĕн;
– алăпа пит-куçа тытмалла мар;
– медицина маскипе усă курмалла;
– массăллă мероприятисене хутшăнассинчен, зоопарксене каяссинчен тăхтаса тăмалла;
– чĕр чунсен пасарĕсене, тинĕс таварĕ сутакан пасарсене каймалла мар;
– пĕçерсе, вĕретсе, ăшаласа хатĕрленĕ апат çеç çимелле, кĕленчери шыва ĕçмелле.


Республикăра 60 çултан аслăраххисене карантина лартма йышăннă. Чăваш Енре спорт, культура, массăллă ытти мероприятие ирттерме чарнă. Регионта, çавăн пекех районта та культурăпа спорт учрежденийĕсене, Елчĕкри тĕп лапам çумĕнчи кану паркне, парикмахерскисене, кафе-столовăйсене те хупаççĕ. НФЦ та кану эрнинче пачах ĕçлемест. Паянтан пасар ĕç-хĕлне те вăхăтлăха чарма хушнă. Организацисемпе предприятисенче профилактика ĕçне вăйлатма сĕннĕ. Шкул ачисен каникулне апрелĕн 5-мĕшĕччен тăснă.

Кану кунĕсене тăсни вăл ачасем унта-кунта тухса çÿремеллине пĕлтермест. Вĕсен уйрăмах суту-илÿ вырăнĕсене кĕрсе çÿреме юрамасть. Çакăншăн полици патрулĕн ашшĕ-амăшне явап тыттарма та ирĕк пур халĕ. Ачасене хуласене ярассинчен тăхтаса тăни те сыхлăхăн тĕп утăмĕ. Ятарлă тапхăрта вĕренÿ учрежденийĕсенче те «шăплăх» хуçаланмалла, кружок-секци ĕçĕсене ирттерессине чарнипе пĕрлех шкула пĕр ача та пымалла мар. Ку тĕлĕшпе яваплăха кашни класс ертÿçи хăйĕн çине илме тивĕç. «Вĕренекен халĕ ăçта?» текен ыйту ăна час-часах шăнкăравлама хистетĕр.

Ятарлă йĕрке тапхăрĕнче уйрăмах ют çĕршывсене кайса килнисем, вахта меслечĕпе тĕрлĕ хулара ĕçлекенсем хăрушлăх кăларса тăратма пултарĕç. Унашкаллисен иккĕленсе тăмасăрах тĕп больницăра хăйсене тĕрĕслеттермелле. Пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнчен диспансеризаци тухассине вăхăтлăх чарнă пулин те сыватăш чирлисене кулленхи йĕркепех йышăнать.

Пенси, налук, социаллă, суд приставĕн службисем, Роспотребнадзорăн Патăрьелĕнчи территори управленийĕ уйрăм çынсене телефонпа е электронлă майпа çеç йышăнĕç. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи тата Лаш Таяпари ваттисен çурчĕсене никамăн та пырса çÿреме, вĕсенче пурăнакансен тухса çÿреме юрамасть.

ЗАГСра мăшăрлану тапхăрне 10 çынран ытлашши кĕртмеççĕ. Çуралнине е вилни çинчен ĕнентерекен документсене çырса параççĕ пулсан, ытти ыйтупа тăхтама тивĕ – йышăнмаççĕ.

Мăнкун типпи пынă май, чиркÿсене çÿрекенсене чараймăн. Çапах та ÿслĕкпе аптăракансен, вăй-хал тĕлĕшĕнчен хавшакраххисен тытăнса тăрсан та аван пулĕ. Карантин вăхăтĕнче хамăр çинчен çеç мар, ыттисем пирки те шутлас пулать.

РФ Сывлăх сыхлавĕн штатра тăман специалисчĕ Николай Брикон шухăшĕпе, ака уйăхĕн вĕçĕнче, çу уйăхĕнче коронавирус сарăласси палăрмаллах чакĕ. Çакă çулталăк сезонĕ улшăннипе çыхăнĕ. Апла пулсан та лăпланса ÿкме васкар мар, специалистсем сĕннĕ асăрхаттарусене шута илер. Халăх йышлă çÿрекен вырăнсене сăлтав çук чухне тухар мар. Çакă – чи шанчăклă хÿтлĕх. Паллах, кил-çуртра, ĕç вырăнĕсенче дезинфекци ĕçĕсене тăтăшах пурнăçлани вырăнлă пулĕччĕ. Маска çукки нумайăшне калаçтарать паян. Çапах та çемьере е ĕç коллективĕнче кашни çын пуçне 3-4 маска хатĕрлесси проблема марах.

Коронавирус инфекцийĕ тĕнчери нумай çĕршыва канăç памасть пулин те, сехĕрленме кирлĕ мар. Вăл хăрушлăха хирĕçле туса ирттерекен ĕçсене кашниех ăнланни тата тĕплĕ пурнăçлани унран частарах хăтăлма май парĕ. Мана пырса тивмест тесе шутлани вара питĕ хака ларма пултарать…

Пĕлсе тăма: «Хĕрÿ лини» телефонĕсем

Оперативлă штаб: 8/800/200-01-12.

Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕ: 8/8352/58-27-27.

ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви: 8/8352/26-14-14.

ЧР Вĕрентÿ министерстви: 8/8352/58-37-89.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code