Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕнче çывăх вăхăтра экологи тĕлĕшпе таса та хăрушсăр биопрепарат хатĕрлесе кăларма тытăнмалла.
Филиалăн лабораторийĕнче микроорганизма /ЭМ/ хатĕрлесе кăларассине тĕрĕслесе пăхнă ĕнтĕ.
Иртнĕ çул çĕнĕлĕхпе паллашма Раççей ял хуçалăх центрĕн ĕçченĕсем Таиланда вĕренме кайнă. Мĕншĕн çичĕ тинĕс леш енне; Хăй вăхăтĕнче çак микроорганизма Японири университет профессорĕ, тĕнчипе паллă Теруо Хига доктор уçнă. «Тухăçлă микроорганизмсем» /ЭМ/ ÿсен-тăраншăн усăллă, çыншăн сиенсĕр, тăпра пулăхне ÿстерме пулăшаççĕ.
– Микроорганизмсем ÿсен-тăран отраслĕнче усă куракан хими хутăшĕсене, им-çама пăрахăçласа органика çĕр ĕçне куçма, пысăк тухăç илме пай параççĕ, – тет филиал ертÿçи Николай Малов.
Биопрепарат çĕр пулăхне пуянлатать. Ăна тутлăхлă япаласемпе пуянлатать, хими хутăшĕсенчен, им-çамран тасатать. Вăл сиенлĕ микроорганизма сарăлма памасть, калчана чир-чĕртен сыхлать. Вăрлăха шăтса тухма, чечеке ларма пулăшать. Ял хуçалăх культурисен тухăçлăхне палăрмаллах ÿстерет. Специалистсем палăртнă тăрăх, препарат 3-5 çулта тухăçлăха 1,5-4 хут ÿстерет. Паллах, çакă биопрепаратпа мĕнле усă курнинчен, çĕр пулăхĕнчен те нумай килет. Чи кирли – экологи тĕлĕшпе таса, хăрушсăр продукци туса илни.
Иртнĕ çул филиал специалисчĕсем Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн тата Чăваш ял хуçалăхĕн ăслăлăх-тĕпчев институчĕн сăнав хирĕсенче те биологи препарачĕсене тĕрĕслеме сăнав лаптăкĕсем йĕркеленĕ. Опыт вăхăтĕнче микроорганизм ÿсен-тăран отрасльне мĕнле витĕм кÿнине туллин сăнама май пулĕ: препарата тăпрана хывсан вăрлăх акнинчен пуçласа тухăç пуçтарса илни таранах.