Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Депутатсене суйлăпăр

Депутатсене суйлăпăр

Июнĕн 23-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче районти Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕ – Елчĕк район Депутачĕсен пухăвĕн ертÿçи Ираида Васильева ертсе пынă.

Елчĕк районĕн 2019 çулхи бюджетне мĕнле пурнăçлани кун йĕркинче тĕп ыйтусенчен пĕри пулнă. Йышăну проекчĕпе район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина паллаштарнă. 2019 çулта район бюджечĕн тупăш пайĕ 444 789,7 пин тенкĕпе, расхут пайĕ 430 749,3 пин тенкĕпе танлашнă.

Халăх суйлавçисем Елчĕк районĕнчи Депутатсен пухăвĕн депутачĕсене суйламалли куна /2020 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕ/ палăртнă, ытти ыйтусене пăхса тухнă.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code