Литература тĕнчинче çĕнĕ поэзи жанрĕ — амфистроф йĕркеленнĕ. Унăн авторĕ — чăваш сăвăçи Марина Карягина.
Сентябрь уйăхĕн вĕçĕнче Мускавра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери пĕрремĕш Обществăлла Ассамблейăра Марина Карягинăна амфистроф жанрне туса хунăшăн тĕнче рекорчĕсен кĕнекин Сертификатне панă.
Мĕн вăл амфистроф? Икĕ енĕпе те пĕр пек вуланакан палиндромпа танлаштарсан, амфистрофра тепĕр майлă вуласан пĕлтерĕшĕ улшăнать. Шăпах çак жанрпа поэтесса чăвашла «Ху чĕрĕ чух» («Пока ты жив») поэма çырнă. Хайлавăн калăпăшĕ те пĕчĕк мар, 300 яхăн йĕрке.

