Федерацин национальноçсен агентстви «Пысăк этнографи диктанчĕ» çут ĕç акцине хутшăнма йыхравлать.
Кăçал вăл ноябрĕн 1-8-мĕшĕсенче иртĕ. Акцие чун тата ăс-хакăл хаклăхĕсене сарас тата истори тĕрĕслĕхне упраса хăварас тĕллевпе ирттереççĕ. Хальхинче диктанта çĕнĕлĕх кĕртнĕ: ятарлă çар операцине хутшăнакансем видео мелĕпе ыйтусем парĕç. Диктанта декабрĕн 12-мĕшĕнче, РФ Конституцийĕн кунĕнче, пĕтĕмлетĕç.

