Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Йĕркене кĕртичченех

Йĕркене кĕртичченех

Ку çĕр лаптăкĕсем тавра пĕрре мар сăмах хускатнă пулин те çак ыйту патне тепĕр хут таврăнма тиветех. Вăрмана çаврăннă çав лаптăксене хăçан йĕркене кĕртсе пĕтерĕç-ши?

Элĕк районĕнчи Питĕшкасси тата Крымсарайкă ял тăрăхĕсен чиккинче вырнаçнă çĕрсене усă курмасăр чылай вăхăт вырттарнăшăн 2016 çулта «Плодородие – Лукоянов» обществăран ЧР Арбитраж сучĕн йышăнăвĕпе туртса илнине астăватăр ĕнтĕ. Чăваш Енре кун пек тĕслĕх пулман тесен те юрать. Йĕркипе аса илес пулсан, 2013 çулхи август уйăхĕнче, Элĕк район администрацийĕн çырăвне тĕпе хурса, Россельхознадзор тĕрĕслев-сăнав мероприятийĕсем ирттернĕ май юхăннă 1100 ытла гектар çĕр тĕлне пырса тухнă. Çĕре япăх витĕм кÿрекен пулăмсенчен хÿтĕлеменшĕн, пусă çаврăнăшне кĕртменшĕн лаптăксен хуçине штраф тата йĕркесĕрлĕхе 2014 çулхи июль уйăхĕччен пĕтерме хушса предписани панăччĕ. Анчах та çак тапхăрта нимĕнле улшăну та пулман унта. Пĕрре мар ку лару-тăрăва судсенче пăхса тухаççĕ. Темиçе хутчен лаптăксене йĕркене кĕртме вăхăт уйăраççĕ. Анчах та 3 çул иртсен те «лав» вырăнтан та «хускалмасть».

Тĕрлĕ мăян-пиçен кăна мар, йывăç-тĕм вара ÿссех-вăй илсе пырать. Халĕ ĕнтĕ унта чăн вăрман. Тепĕр тесен усси пур-ха ку йывăç-тĕмрен те: милĕк валли ял çыннисем çÿреççĕ кунта.

15 çул /каснă йывăç вулли тăрăх пĕлеççĕ/ таранах усă курман 26 лаптăка /1 пин гектар ытла/ 2017 çулта аукцион урлă сутаççĕ. 24 лаптăка пĕр общество туянать, тепĕр иккĕшне – уйрăм çынсем.

Юхăнтарса янă лаптăксене çĕнĕ хуçасем пусă çаврăнăшне кĕртме пултарнă-и? Самай пысăк лаптăк пирки сăмах пырать-çке. Нумях пулмасть, ЧР Юстици министерствин çырăвне тĕпе хурса, Россельхознадзор инспекторĕсем тĕрĕслевпе пулчĕç. Чăн та, çĕнĕ хуçасем яваплăрах: пушă выртнă çĕрсен пĕр пайĕпе тинех ял хуçалăх производстви валли усă курма пуçланă.

Анчах 14 лаптăк /500 гектара яхăн/ çинче çаплах тĕрлĕ йывăç саркаланса ашкăрать. Çакăншăн тулли мар яваплă обществăна административлă майпа айăпласа 70 пин тенкĕлĕх штрафлама йышăннă. Унсăр пуçне, административлă ĕçе çĕр налукне ÿстернĕ ставкăпа тÿлеттерме налук службине ярса панă.

Çак çĕрсене усă курма пуçличченех куçран вĕçертмĕç тĕрĕслевçĕсем. Йĕркене кĕртмелли вăхăта çулла пуçламăшĕччен уйăрнă.

Паха çĕрĕн пушă выртмалла мар! Пĕлтĕр Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн предписанийĕсене пурнăçланă май Чăваш Енре 560 ытла гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ.

Çав вăхăтрах иртнĕ çул федераци органĕн предписанийĕсене вăхăтра пурнăçламан тĕслĕхсем те пулнă-ха пирĕн тăрăхра. Вĕсем: Элĕк, Вăрмар, Сĕнтĕрвăрри, Красноармейски, Çĕмĕрле, Муркаш, Шупашкар /темиçе тĕслĕх те/ районĕсем. Айăплисене РФ КоАП-ĕн 19.5 статйин 25-мĕш пайĕпе явап тыттарнă.

Шупашкар, Вăрмар, Çĕмĕрле районĕсенче çĕр саккунĕсене çулталăк хушшинче тепĕр хутчен пăснă тĕслĕхсене те шута илнĕ.

Çак тĕслĕхсенчен ытларах пайĕ çĕрсемпе усă курманнипе, çум курăк ÿстерсе янипе çыхăннă. Пусăм тусах калам: çакнашкал çĕрсене йĕркене кĕртичченех тимлĕхрен вĕçертмĕç.

Н. ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code