Пятница, 1 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Килтен тухмасăр

Килтен тухмасăр

Чăваш Ен пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн республикăра коронавирус инфекцине чакарас тĕллевпе йышăннă 92 номерлĕ указне тĕпе хурса социаллă тата ытти пулăшу илес тесен граждансен чылай предприяти-организацисен специалисчĕсемпе электронлă мелпе тата маларах çырăнса «хĕрÿ лини» телефонĕсемпе çыхăнмалла.

Елчĕкри нумай функциллĕ центрпа çыхăнас тесен – 8 /83549/ 2-57-09 номерлĕ «хĕрÿ лини» телефонĕ çине шăнкăравлама пултаратăр. Кунти специалистсем шăматкунпа вырсарникунсăр пуçне ирхине 9 сехетрен пуçласа 17 сехетчен ĕçлеççĕ. Районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан уйрăмăн «хĕрÿ лини» телефонĕсем çакăн пек: 8 /83549/ 2-58-35, 2-52-15. Ĕç кунĕсенче 8 сехетрен пуçласа 17 сехетчен шăнкăравлама пулать, апат вăхăчĕ 12 сехетрен пуçласа 13 сехетчен. Çĕнĕ пособисемпе тата çăмăллăхсемпе çыхăннă ыйтусемпе анчах шăнкăравламалла. Кăçалхи мартăн 25-мĕшĕччен пулнисем 2020 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕччен вăйра юлĕç. Елчĕкри халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр ĕçченĕсемпе 8 /83549/ 2-57-69, пенси фончĕн уйрăмĕпе – 8 /83549/ 2-59-90 номерлĕ «хĕрÿ лини» телефонĕсемпе çыхăнма пулать.

65 çултан иртнисене, респираторлă вирус инфекцийĕллĕ, ÿпке, чĕре, эндокрин тытăмĕн чирĕсемпе час-час чирлекенсене, йывăр çынсене дистанци мелĕпе анчах йышăнаççĕ. Йышăнăва пыракансене маскăсемпе пыма сĕнеççĕ.

Чылай патшалăх пулăшăвне хальхи вăхăтра килтен тухмасăрах илме пулнине халăх лайăх пĕлет. Гражданин харпăр уйрăм кабинечĕ пулăшнипе пенси палăртасси пирки заявлени пама, амăшĕн капиталĕн укçи мĕн чухлĕ юлнине, мĕнле социаллă тÿлевсем палăртнине пĕлме, ытти документсене саккас пама пултарать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code