Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чи çамрăк маçтăр

Чи çамрăк маçтăр

Раççей Федерацийĕн Спорт министерствин кăçалхи мартăн 30-мĕшĕнчи 26-мĕш номерлĕ хушăвĕпе килĕшÿллĕн Таяпа Энтринчи кире пуканĕ йăтакан Анатолий Узюкина «Раççей спорт мастерĕ» ят панă.

19 çулхи каччă республикăри кире пуканĕ йăтакансем хушшинчи хисеплĕ ята тивĕçнисенчен чи çамрăкки. Анатолий кире пуканĕ йăтас ăсталăха чи малтан тăван ялти шкулта вĕреннĕ вăхăтра, ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Олег Федоров патĕнче спорт секцине çÿренĕ чухнех ÿстернĕ. Хальхи вăхăтра Шупашкарта вĕренекен каччă виççĕмĕш çул В.Белков тренер ертсе пынипе пысăк утăмсем тăвать. Вăл 63 тата 68 килограмлă виçесенче Чăваш Ен рекорчĕсене çĕнетнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code