Пĕлетпĕр ĕнтĕ, Республика кунне халалланă уяв мероприятийĕсем кăçал Хĕрлĕ Чутайра та иртĕç.
Унпа пĕрлех эпир кăçал тепĕр сумлă юбилее – Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитнине – паллă тăватпăр.
Çак уявсене хатĕрленсе Хĕрлĕ Чутай районĕнче тĕрлĕ ĕç тума палăртнă. Вĕсенчен пĕри – район центрĕнчи Çĕнтерÿ лапамĕнче вырнаçнă монумент территорине çĕнетесси.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунисене асăнса лартнă монумента иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çирĕплетнĕ. Çавăнпа вăл та, унăн территорийĕ те кивелнĕ. Асăннă монумент умĕнче районта пурăнакансемшĕн тата хăнасемшĕн пĕлтерĕшлĕ чылай мероприятие ирттернĕрен ку лаптăка çĕнетме йышăннă. Пур ĕçе те вĕçлесен Çĕнтерÿ лапамĕнчи монумент илемĕпе тыткăнлĕ. Кунта вунă асăну стели, палăк тата ялавсем çирĕплетмелли вырăнсем те пулĕç.
Палăртмалла, çак ĕç Хĕрлĕ Чутайĕнче Республика кунне ирттерме çĕнсе илнĕ грант укçипе пурнăçланать.