Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уйрăм хушма хуçалăхран – фермер хуçалăхне

Уйрăм хушма хуçалăхран – фермер хуçалăхне

Чăваш Енри хресчен /фермер/ хуçалăхĕсене пулăшассипе тата ял хуçалăх кооперацине аталантарассипе йышăннă регионти проектпа килĕшÿллĕн 2024 çул тĕлне ял хуçалăхне пĕчĕк тата вăтам 1350 предпринимателе явăçтармалла.

Проектпа килĕшÿллĕн агропромышленность комплексĕнче те пĕчĕк тата вăтам бизнес вăй илмелле. Çав шутра хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче те. Ял хуçалăх продукцине туса илнĕ çĕрте пĕчĕк формăллă хуçалăхсен тÿпи пысăк. Вĕсем – агропромышленность комплексĕн тĕревĕ, пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарма пулăшаççĕ. Ура çинче çирĕп тăракан уйрăм çемьесем фермер хуçалăхĕсене уçма пултараççĕ. «Агростартап» программа хута кайни хушма хуçалăхсене аталанма пулăшмалла.

Ялта пурăнакансенчен ытларахăшĕ сĕт сутса хушма тупăш илет. Анчах унăн хакĕ ялан пĕр пек мар – хакланать, унтан татах чакать. Ял хуçалăх организацийĕсенчен, фермерсенчен туянакан чĕр тавар хакĕ пысăкрах. Вĕсенче сĕте сивĕтсе сутаççĕ – çавăнпа пахалăхĕ те лайăх. Уйрăм хуçалăхсенче тупăш илессине ÿстерес тесен вĕсене ял хуçалăх кооперативĕсене пĕрлештерни вырăнлă пулнине палăртнă ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов. Ку чухне патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пулать.

Ял хуçалăх потребитель кооперативĕсене чĕр тавара туянма кайнă тăкаксене саплаштарма патшалăх енчен субсиди уйăраççĕ. Тĕслĕхрен, кооператив членĕсене ял хуçалăх продукцине илсе сутнă тупăш тăрăх, пулнă тăкаксене шута илсе, укçа-тенкĕн процентне каялла тавăрса параççĕ.

Çавăн пекех кооператив членĕсен харпăрлăхĕ валли пурлăх ?техника, оборудовани/, ăратлă выльăх, акмалли-лартмалли материалсем туянсан тăкакăн 50 проценчĕ таран бюджетран саплаштарма май пур.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code