Воскресенье, 26 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Улталанар мар!

Улталанар мар!

Юлашки вăхăтра преступниксем ют карттăсем çинчен укçа-тенкĕ вăрланă тĕслĕхсем йышлансах пыни пирки час-час асăрхаттаратпăр халăха. Шел пулин те, ултавçăсенчен хур тÿснĕ тĕслĕхсем чакас вырăнне ÿссех пыраççĕ.

Мĕнлерех схемăсемпе ĕçлеççĕ теприн шучĕпе пуйма тăрăшакансем; Ытларах хăш тĕслĕхсенче улталанать халăх? Преступниксемшĕн чи лайăх мел – Интернетри сайтсенчи страницăсем çине тавар сутасси пирки пĕлтерÿсем вырнаçтарни. Вĕсем тавар туянакана укçа-тенкĕпе маларах татăлма сĕнсе ăна карттă çине куçарма ыйтаççĕ, каярах хăйсем те, вĕсемпе пĕрле страницисем те çухалаççĕ.

Тепĕр тĕслĕхре преступниксем хăйсене «банк сотрудникĕ» тесе ĕнентереççĕ. Вĕсем тĕрлĕ сайт урлă тавар илнĕ е сутнă граждансен телефон номерĕсене тупса çапларах сехĕрлентереççĕ: «Паллă мар çынсем сирĕн банк картти çинчи укçа-тенке вăрлама тăнă. Çавăнпа халех карттă реквизичĕсене пĕлтерме ыйтатпăр». Хăраса кайнă çынсем çакскерсене тÿрех хурав пама васкаççĕ. Ку тĕслĕхсенче калаçăва тÿрех чарса хумалла. Информацие тĕрĕслес тесен карттă çинче палăртнă телефонпа шăнкăравласа лару-тăрăва уçăмлатăр.

Халăха яланах тимлĕ пулма ыйтатпăр. Шанчăксăр сутуçăсемпе ан çыхланăр, укçа-тенкĕпе тавара илсен анчах татăлăр. Банк карттин номерне, вăрттăн кодне е ытти информацие никама та ан пĕлтерĕр.

А.АЛЕКСЕЕВ,
районти полици пайĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code