Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ конкурс

Çĕнĕ конкурс

ЧР Цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви ачасемпе çамрăксем валли чăвашла кĕнеке çыракан авторсене укçан хавхалантарма конкурс ирттерет.

Ал çырăвĕсене çак номинацисемпе йышăнаççĕ: шкул çулне çитмен тата кĕçĕн ÿсĕмри ачасем валли çырнă хайлавсем /50 пин тенкĕлĕх хавхалантару/, вăтам ÿсĕмри шкул ачисем валли çырнă хайлавсем /75 пин тенкĕлĕх хавхалантару/, аслă ÿсĕмри шкул ачисем валли çырнă хайлавсем /75 пин тенкĕлĕх хавхалантару/. Материалсене 2020 çулхи майăн 15-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен çак адреспа йышăнаççĕ: 428004, Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт, 2-мĕш хут, 2-мĕш пÿлĕм.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code