Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Наставникпа — тĕл пулу

Наставникпа — тĕл пулу

Педагог тата наставник çулталăкне халалласа районти тĕп вулавăшра СССР халăх учителĕпе Петр Черновпа тĕл пулу иртнĕ.

Петр Никифоровича республикăра пĕлмен çын çуках. Хăйĕн пĕтĕм пурнăçне ачасене пĕлỹ, воспитани парассипе çыхăнтарнă ентешĕмĕр паян та стройра: 94 çула çитсе пынине пăхмасăр тĕл пулусене хаваспах хутшăнать. Вăл — 20 ытла ăслăлăх тата меслетлĕх ĕçĕсен авторĕ. Уншăн халĕ те вăйра тăракан тĕп принцип — вĕренỹпе воспитани процесне шкул, çемье тата общественность пĕр чăмăрта пулса пурнăçлани. Наставникăн ĕç опытне çĕршывра тата республикăра тухса тăнă изданисенче, çавăн пекех Пĕтĕм Союзри Халăх хуçалăх куравĕн ятарлă экспозицийĕнче çутатнă.

П.Чернов ятне çĕршывăн Пысăк энциклопедине, «Лучшие люди России» энциклопедине, Елчĕк округĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code