Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > АПК энциклопедийĕ

АПК энциклопедийĕ

Елчĕк районĕнчи библиотекăн краеведени фончĕ çак кунсенче вăрах кĕтнĕ кĕнекепе – Чăваш Республикин агропромышленность комплексĕн энциклопедийĕпе пуянланчĕ.

Энциклопедире республикăн тĕрлĕ çулсенчи ял хуçалăх тата унпа тачă çыхăнури отрасльсен аталанăвне çутатакан хыпарсем. 5450 хайлавран 4890-шĕ – биографи, 560-шĕ – тематика статйисем. Кунта республика ертÿлĕхĕнчен пуçласа патшалăх органĕсенче, район, колхоз тата совхоз ертÿçинче, бригадирта, ферма заведующийĕнче, ветеринарта, колхозра тăрăшнă ĕçченсем, преподавательсем, журналист-аграрниксем – ял хуçалăх аталанăвне тивĕçлĕ тÿпе хывнă кашни çын вырăн тупнă. Елчĕк тăрăхĕн паллă çыннисен хушамачĕсем те йышлă кĕнекере: Анастасия Абдулкина, Вера Агеева, Иван Денисов, Николай Миллин, Петр Миллин, Иван Михайловский, Иван Никитин, Федор Петрянкин тата ыттисем те.

Энциклопедие Чăваш Республикин АПК ветеранĕсен пĕрлĕхĕн пуçарăвĕпе кăларнă. Ăна хатĕрленĕ автор – СССР журналистсен союзĕн членĕ Алексей Леонтьев, редакторĕ – Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Римма Игнатьева.

Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов вырăнти АПКна аталантарассинче ял хуçалăх ветеранĕсен тÿпи пысăк пулнине палăртнă май энциклопедие пысăк хак панă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code