Вторник, 21 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Ĕçлекене хÿтĕлемелле

Ĕçлекене хÿтĕлемелле

Л.ЗАЙЦЕВА, районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн ертÿçи:

– Малтанхи Конституцире ĕç çыннине хакласа çитереймен. Çак тÿрлетĕве çирĕплетсе ĕç çыннин хăйĕн интересĕсене хÿтĕлеме ирĕк ытларах пулĕ. Ман шутпа, ĕçпе пиçĕхнĕ çынна хÿтĕлемелле. Лайăхран мар, пурнăçа саплаштарас тесе чылайăшĕн пенсие тухсан та ĕçлеме тивет. Çавăнпа та пенсионерсене тивĕçлĕ укçана пĕтĕмпех памалла. Ветерансен, пенсионерсен пурнăçне лайăхлатма тăрăшнине ырламалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code