Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паттăр пулнă

Паттăр пулнă

Манăн мăн асатте – Филимон Егорович Ермолаев Сталинград хулине хÿтĕленĕ, разведчик пулнă. Сахал мар «чĕлхе» тытса килнĕ. Вăл фашистсем çынсене пĕр шеллемесĕр вĕлернине хăй куçĕпе чылай курнă. Нумай нуша, инкек тÿснĕ. Темиçе хут аманнă. Çăмăл пулман çапăçу хирĕнче. Çапах та вăл киле чиперех çитме пултарнă. Вăрçăра паттăр пулнăшăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ, медальсем панă.

Киле таврăнсан мăн асаттеçĕм мĕн ватăличчен Яманчÿрел ялĕнче утарта ĕçленĕ. Яланах çын хушшинче пулнă. Хăй вăрçăра мĕнле çапăçнине ачасене каласа панă, Тăван çĕршыва юратма, пĕр-пĕринпе туслă пурăнма вĕрентсе каланă.

Катя ЯКОВЛЕВА,
Елчĕк шкулĕ, 1 класс.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code