Районти каччăсемпе хĕрсем спортăн тĕрлĕ тĕсĕнче çитĕнÿпе палăрни кăмăла çĕклет. Регионти первенствăсемпе чемпионатсенче çĕнтернисем нормативсене пурнăçлани пушшех.
Пултаруллисен йышĕнче – Александр Курчинпа /Çĕнĕ Пăва/ Дмитрий Самсонов /Лаш Таяпа/. Нумаях пулмасть вĕсене Елчĕкри «Улăп» ФОК директорĕ Роберт Григорьев армрестлинг енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕн удостоверенине панă, малашне те ăнăçу суннă. Елчĕкри вăтам шкулта 8 класра вĕренекен Анжела Алексееван спорт çулĕ те сулмаклă пуласси иккĕлентермест: вăл халех 1-мĕш разряда тивĕçнĕ.