Коронавирус чирĕ тĕлĕшĕнчи лару-тăру хăш-пĕр районта уйрăмах çивĕч. Инфекци ернисен шучĕ республикăри вăтам кăтартуран 4 хут пысăкрах пулнине шута илнĕ Етĕрне районĕ тĕлĕшпе хальхи вăхăтра Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн хушма мерăсем йышăнма тивнĕ – урăхла май çук. Çакă пурсăмăра та сисчĕвлентерет, шухăша ярать.
Чир хăрушсăрлăхĕ, унран хÿтĕленмелли хăш-пĕр майсем çинчен халăха ăнлантарас тĕллевпе районта çирĕплетнĕ мобильлĕ ушкăнпа пĕрле тăтăшах район центрĕнчи халăх йышлă пулакан вырăнсенче, ялсенче пулса курма тивет. Эрнекун Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхне кĕрекен Тĕмерти, Çирĕклĕ Шăхальти, Элпуçĕнчи, Кÿлпуçри, Хăвăлçырмари куллен кирлĕ таварсемпе суту-илÿ тăвакан лавккасене çитсе килтĕмĕр, вĕсенче чиртен сыхланма çирĕплетнĕ йĕркесене епле пăхăнса ĕçленипе кăсăклантăмăр. Лавккасене сăмса-çăвара маскăпа хупламасăр пырса кĕме юраманнине, йĕркене пăхăнмасан административлă майпа явап тыттарма – штраф хума пултарни çинчен те, паллах, пурте илтнĕ, пĕлеççĕ те. Анчах ĕçĕ, сăлтавĕ çакăнта мар. Чи кирли – хăрушсăрлăх. Кашни çын хăй сывлăхĕшĕн хăй тăрăшнинчен нумай килет. Обществăлла вырăнта пулнă вăхăтра пит-куçа маскăпа хупла. Лавккана тухса кĕмесĕр те пурăнаймăн. Ку чухне суту-илÿ точкисене тытса тăракан уйрăм предпринимательсен яваплăхĕ те ÿсет мар-и? Çапла майпа вĕсен лавккана пыракан кашни çынна алăсене тасатса сиенсĕрлетме дезинфекци шĕвекĕсемпе тăтăш, пĕр чăрмавсăр тивĕçтерес çирĕп йĕркене пăхăнмалла. Урайне, алăк хăлăпĕсене, çын алăпа сĕртĕнме пултаракан ытти вырăнсене дезинфекци шĕвекĕ хушнă шывпа пĕр ĕç сменинче темиçе хутчен çуса тасатмалла. Çак мероприятисене хăш вăхăтра пурнăçланине çырса пыма ятарлă журнал уçмалла. Унсăр пуçне, сутуçă кашни кун хăйĕн ÿт температурине виçмелле, çакна та уйрăм палăртса çырмалла.
– Кулленхи ĕçре çак йывăрах та мар йĕркене пăхăнни чиртен сыхланма, хÿтĕленме пулăшмалла, – тесе çирĕплетеççĕ эпидемиолог тухтăрсем.
…Каланипе каламанни те пĕр мар. Мобильлĕ ушкăн маларах – кĕçнерникун «Чăвашьенкрахмал» ОООра пулнă май, хăш-пĕр çитменлĕхсене тупса палăртнă пулнă. Завод дирекцийĕ асăрхаттарнине çийĕнчех шута илнĕ, тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тунă. Ĕçлекенсен хăрушсăрлăхĕшĕн тăрăшса кирлĕ мероприятисене туллин пурнăçланине хамăр курса ĕнентĕмĕр…
Светлана АРХИПОВА.