Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Вакцинацирен пăрăнар мар!

Хăрушă коронавирус чирĕнчен мĕнле сыхланмалла? Хальхи вăхăтри пĕртен-пĕр мел вăл – вакцинаци туни. Вирусăн тата хăрушăрах Британи штамне республикăра тупса палăртни, пушшех, сыхлăха ÿстерме, асăрхануллă пулма хистет.

Çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне коронавирусран хÿтĕленсе районта 2201 çын /25 процент/ пĕрремĕш хут, 1805 çын /20 процент/ иккĕмĕш хут прививка тутарнă. Специалистсем вара çакна çирĕплетеççĕ: халăхăн 60 проценчĕ вакцинаци витĕр тухсан тин ковидпа çыхăннă чарусене сирме пулĕ.

– Антителăсем пур пулсан прививка тутармалла-и?, – тесе час-часах ыйтаççĕ. Аллерголог-иммунологсем палăртнă тăрăх та, юнра антителăсем чакассине кĕтмелле мар. Енчен те вăл 0,8 – 1,2 шайĕнче кăна пулсан ним иккĕленмесĕр прививка тутармалла. Ку чухне малтан участокри терапевт тухтăр патĕнче тĕрĕсленмелле. Вăл çынна хăш вакцина юрăхлă пулнине палăртать. Ку енĕпе тухтăрсем ятарласа вĕреннĕ.

Раççейре кăларнă 3 вакцина та: «Гам-Ковид-Вак /«Спутник» суту-илÿ марки/, «ЭпиВакКорона» тата «КовиВак» – шанчăклă. Вĕсене тĕрлĕ технологие тĕплĕн пăхăнса хатĕрленĕ. Пациентсене вĕсенчен пĕрне суйласа илме тухтăрсем пулăшаççĕ.

«Спутник» йышши вакцинăсене кăларассипе Чумаков ячĕллĕ центр 60 çула яхăн ĕçлет. Сив чиртен хÿтĕленме кăларнă вакцинăна тахçантанпах ют çĕршывсене те ăсатаççĕ. Асăннă производство пĕтĕм тĕнчери экспертсен тĕрĕслевĕ витĕр тухнă.

«КовиВак» çăмăлрах вакцина шутланать. Прививка тутарсан та çын нимĕнле улшăнăва та туймасть. Вăл вăраха кайнă чирпе нушаланакансемшĕн уйрăмах вырăнлă пулмалла. Ăна 18-60 çулхи çынсене тăваççĕ.

«ЭпиВакКорона» вакцинăна Раççейре тата Туркменистанра регистрациленĕ. Ăна икĕ хутчен, 2-3 эрне иртсен тăваççĕ. Ку вакцина организма коронавирусран çулталăк хÿтĕлет. Ăна та 18-60 çулсенчи çынсене тăваççĕ. Укол тунă вырăн кăштах ыратма тата ÿт температури 38,5 градуса çити ÿсме пултарать. Аллерги пулсан малтан тухтăрпа канашламалла.

«КовиВак» вакцинăна 2021 çулхи февраль уйăхĕнче регистрациленĕ. Ку укола та икĕ хутчен тăваççĕ. Прививка хыççăн пуç ыратма, ÿт температури ÿсме пултарать.

Сахăр диабечĕпе чирлекенсем коронавируса йывăр чăтса ирттерни паллă. Çавăнпа вĕсен те тухтăр патĕнче тĕрĕсленнĕ хыççăн тин прививка тутарма юрать. Шыçă чирĕпе аптăракансен те çак утăма тухтăрпа канашланă хыççăн тин тумалла. Хими терапийĕн вăхăтĕнче те прививка тутарма юрамасть.

«Прививка тутарсан маскăпа çÿремелле-и?», – тесе ыйтакансем час-часах тĕл пулаççĕ. Çыннăн иммунитечĕ ковидран пĕрремĕш хут прививка тунă хыççăн тăруках вăйланаймасть. Ăна чирлĕ çынсенчен инфекци ерме пултарать. Çакна асра тытса общество транспортĕнче, халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче маска, перчетке тăхăнмалла. Халăхра «маска пулăшмасть» текен шухăш та анлăн сарăлнă. Вирус сывлăш урлă ернине манар мар. Маска пит çинче чаршав пек вĕл-вĕл вĕçкелесе кăна тăрать пулсан, паллах, унран усси сахал. Хăшĕ-пĕри: «Эпĕ чирлесе ирттернĕ. Прививка тутарнă», – тет, обществăлла вырăнсенче маскăсăр çÿрет. Вĕсен те маскăпа çÿремелле, мĕншĕн тесен вирусăн урăхла йышши, малтан каланă штамĕпе чирлес хăрушлăх та пур.

Коронавирус инфекцийĕпе чирленĕ хыççăн çын хăвăртах вăй илейменни паллă. Хăшĕсен чĕрепе юн тымарĕсен, сахăр тата нерв чирĕсем аталанаççĕ. Ку чухне больницăра тухтăр патĕнче пулса тĕрĕс сипленни пĕлтерĕшлĕ. Ковида парăнтарнă хыççăн юн шĕветекен препаратсене ĕçмелли çинчен те манмалла мар. Кама мĕнле эмел кирлине тухтăр палăртать.

Г.УФУКОВА,
районти тĕп больницăри тĕп тухтăрăн сиплев енĕпе ĕçлекен çумĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code