Понедельник, 22 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пушă ларма вăхăт çук

Пушă ларма вăхăт çук

Биологи каяшĕсене тасатассипе, халăха тата ытти тĕрлĕ пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерекен «Спутник -1» ООО коллективĕнче вăй хуракансем хăйсен ĕçне чыслăн пурнăçланипе палăрса тăраççĕ. Коронавирус чирĕнчен хÿтĕленсе предприяти-организацире ĕçлекенсенчен чылайăшĕ килте ларнă вăхăтра та вĕсен кашни кун ĕçре пулма тивнĕ.

– Апла пулин те хăрушă чир алхаснă вăхăтра ĕçлекен çынсен сывлăхĕшĕн, вĕсен хăрушсăрлăхĕшĕн тăрăшма кирлине те лайăх ăнланатпăр. Çакна асра тытса виçеллĕ шайри ĕç кунĕ йĕркеленĕ, – тет Юрий Амасев тĕп директор. Унсăр пуçне, кашни çынна куллен усă курма маскăсемпе, резина перчеткесемпе, дезинфекци хатĕрĕсемпе кирлĕ таран тивĕçтернĕ. Вĕсене пĕтĕмпех предприяти шучĕпе туянса панă.

Ертÿçĕ коллективри кашнин хастарлăхне палăртать. Вĕсем: каяш сăхтаракан автомашина водителĕ – Юрий Адюков, Иван Шорников водопроводчик, Иван Антонов, Сергей Никитин, Виталий Агеев операторсем, Татьяна Обручкова тĕп бухгалтер.

Сăн ÿкерчĕкре: Юрий Адюковпа Сергей Никитин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code