Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çемье çулталăкĕ пулĕ

Çемье çулталăкĕ пулĕ

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 2024 çулта çĕршывра Çемье çулталăкĕ ирттересси çинчен калакан Указа алă пуснă.

Кашни çулах Президент, общество конкретлă тема çине тимлĕх уйăртăр тесе, пĕр тематика çулталăкне палăртать.

Сăмахран, 2007 çул — Вырăс чĕлхи çулталăкĕ, 2008 çул — Çемье çулталăкĕ пулнăччĕ. Малаллахи çулсене Çамрăксен, Учитель, Раççей космонавтикин, Раççей историйĕн, Тăван тавралăх, Культура, Литература çулталăкĕсене тата ыт. те халалланăччĕ.

Кăçалхи ноябрĕн 9-мĕшĕнче парламент итлевĕнче Раççей Федераци Совечĕн председателĕ Валентина Матвиенко 2024 çула Çемье çулталăкĕ туса хума сĕнỹ панăччĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code