Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Сывлăх сыхлавĕнче – 36 çул

Сывлăх сыхлавĕнче – 36 çул

Элпуçри фельдшерпа акушер пунктĕнче Татьяна Федорова медсестра тăрăшать. Канашри медицина училищине пĕтернĕ хыççăнах сывлăх сыхлавĕнче ĕçлеме пуçăннă вăл. Малтанах Вăрнарта паха опыт пухнă. Кунта ĕçлеме пуçлани те 24 çул иртнĕ.

Татьяна Денисовна хăйĕн профессине чун-чĕререн юратать, профилактика мероприятийĕсене вăхăтлă ирттерет. Кам та пулин пулăшу ыйтсан çĕрле те ун патне пĕрремĕш пулăшу пама васкать.

– Ĕçлеме условисем питĕ лайăх. Пирĕн ялта та 2014 çулхи октябрĕн 7-мĕшĕнче патшалăх пулăшăвĕпе çĕнĕ ФАП уçăлчĕ. Маларахри шкулта, клубра вырнаçнăччĕ. Халĕ çĕнĕ оборудованисемпе пуянланнăран чирленĕ çынна пĕрремĕш пулăшу пама та меллĕ, – тет вăл.

Медицина сестри ФАП историне лайăх пĕлет. Элпуçпа Кармал çыннисен сывлăхĕшĕн тăрăшнă А.Тимофеева, Т.Кузнецова, Ф.Логинов, Р.Григорьева, А.Белова фельдшерсене халăх та ăшшăн аса илет. Вăл та хисеплĕ çынсен йышĕнче.

В.КИРИЛЛОВА сăн ÿкерчĕкĕнче: Т.Федорова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code