Суббота, 15 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Вĕренме йыхравлаççĕ

Вĕренме йыхравлаççĕ

Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ чăваш кадет корпусне 6, 8, 10-мĕш классенче вĕренекенсене йышăнаççĕ.

Кунта пĕлÿ илекенсене пĕтĕмĕшле тĕп тата вăтам пĕлÿ, çар тата патшалăх службисене хатĕрлекен пĕрлехи аталанăвăн хушма программисемпе вĕрентеççĕ. Вĕренме кĕнĕ чух вырăс чĕлхи тата математика экзаменĕсен кăтартăвĕсене шута илеççĕ, çавăн пекех вĕренекенсен физкультура енĕпе, кадет корпусĕнче вĕренме тата пурăнма психологи тĕлĕшĕнчен хатĕр пулнине çирĕплетекен ятарлă тĕрĕслевсен витĕр тухмалла. Вĕренме кĕнĕ чух пултарулăх, спорт çитĕнĕвĕсене шута илеççĕ.

6, 8-мĕш классенче вĕренес текенсен документсене 2020 çулхи июнĕн 1-30-мĕшĕсенче, 10-мĕш класра пĕлÿ илес тесен июнĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 10-мĕшĕччен памалла.

Хушма информаципе эсир Интернетри https://chebkadet21.ru/index.php/pravila-i-sroki-priema адрес урлă паллашма пултаратăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code