Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Пĕрне-пĕри хисеплер

Пĕрне-пĕри хисеплер

Елчĕк районĕнче кăçалхи 5 уйăхра 4 ДТП регистрациленĕ /çакă иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 3 тĕслĕх нумайрах/. ДТПсен вăхăтĕнче 2 тĕслĕхре автомашинăсемпе çуран çÿрекенсем çине пырса кĕнĕ, 2-шĕнче транспорт хатĕрĕсем ÿпĕннĕ. Инкексен вăхăтĕнче вилекенсем пулман, çапах та 6-шĕ /2019 çулхи çак тапхăрта – 10/ тĕрлĕ суран илнĕ. Çул çитменнисемпе çыхăннă 1 авари пулнă.

Инкексен тĕп сăлтавĕсем – водительсемпе çуран çÿрекенсем тимлĕ пулманнинче, çул-йĕр правилисене пăхăнманнинче.

Хисеплĕ çул-йĕр участникĕсем! Водитель эсĕ е çуран çÿрекен, сире пурне те çул-йĕр йĕркисене çирĕп пăхăнма, яланах тимлĕ те асăрхануллă пулма ыйтатпăр.

Водительсем! Пешеходсем çул урлă каçакан вырăнсенче, шкулсен тата ача сачĕсен çывăхĕнче, ачасем йышлă çÿрекен вырăнсенче хăвăртлăха чакарăр. Ачасем хăрушлăх пирки манса кайса çул-йĕр çинче хăйсене тимсĕр тытма пултарни, çул çине кирек хăш вырăнта тата вăхăтра чупса тухма пултарни пирки асрах тытăр. Салонра ачасене лартса çÿренĕ чух ятарлă креслăсемпе усă курăр. Сирĕн аллăрта руль тата ыттисен пурнăçĕ.

Çуран çÿрекенсем! Яланах тротуарпа тата çул хĕррипе утăр. Çул хĕррипе пынă чух хирĕç автомашина килекен çул хĕррипе утăр. Çулăн тепĕр енне çуран çÿрекенсене каçма ирĕк паракан вырăнсенче анчах каçăр. Водитель сире ирттерме хатĕр пулнине ĕненсен анчах çул урлă каçма васкăр.

Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ! Ачасене çул-йĕр çине пĕччен ан кăларăр, çул-йĕр çывăхĕнче выляма ирĕк ан парăр. Правилăсемпе вĕсене пĕчĕкренех паллаштарăр.

Тимлĕ пулсан, пĕрне-пĕри хисеплесен анчах эпир инкекрен упранма пултарăпăр.

А.СЕРГЕЕВ,
ГИБДД сотрудникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code