Пятница, 27 мая, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăваш Республикин муниципалитет йĕркеленĕвĕсен Канашĕн ыйтăвĕ

Чăваш Республикин муниципалитет йĕркеленĕвĕсен Канашĕн ыйтăвĕ

2020 çулхи июнĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ кăçалхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче регион пуçлăхне суйламаллипе çыхăннă йышăнăва çирĕплетрĕ. Июнĕн 12-мĕшĕнче асăннă йышăнăва массăллă информаци хатĕрĕсенче пичетлесе кăларчĕ.

Кунта пурăнакансен ирĕкĕсене пурнăçа кĕртсе çитес пилĕк çуллăха регионăн тивĕçлĕ ертÿçине суйласси малашлăхри чи яваплă тĕллевсенчен пĕри. Çавăнпа та çак пĕлтерĕшлĕ ĕçрен Чăваш Енри муниципалитет йĕркеленĕвĕсен Канашĕ те аякра тăрса юлма пултараймасть.

Республикăра пурăнакансемпе пĕрлех эпир те лару-тăру лайăх енне улшăнасса кĕтетпĕр. Çак улшăнусем вара регионăн экономика пурнăçне çеç пырса тивмĕç-ха. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕ чи пĕлтерĕшлĕ политика пулăмĕ пулнăран унпа пĕрлех регионта та пысăк улшăнусем пулса иртессине те палăртаççĕ. Çавăнпа та малашнехи суйлавсенче мĕнпур тапхăрта унта хутшăнакансене пурне те пĕр пек майсем туса парасса, республика ертÿçин должноçне йышăнакан кандидатсене çак кампанин чи йывăр тапхăрĕсенчен пĕринче – муниципалитет фильтрĕ витĕр тухнă чухне – демократилĕхпе тата витĕр курăнаслăхпа, уççăнлăхпа тивĕçтерессе эпир те шанатпăр.

Эпир, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен Канашĕ, кашни районтах кандидатсене депутатсемпе тата муниципалитет пĕрлешĕвĕсен пуçлăхĕсемпе тĕл пулма, муниципалитет депутачĕсемпе муниципалитет пĕрлешĕвĕсен пуçлăхĕсене хăйсен ĕçĕ-хĕлне палăртакан программăсемпе паллаштарма, вĕсен ыйтăвĕсем çине хуравлама, пулăшу çинчен калаçса татăлма коммуникаци лапамĕсем йĕркелесе пама хатĕррине пĕлтеретпĕр.

Ĕçе çакăн пек йĕркелени депутатсене мĕнле те пулсан хĕсĕрлессинчен сыхланма май парать. Çапла майпа вĕсенчен кашниех ирĕклĕ суйлав туса кандидатсенчен пĕрне пулăшма пултарать. Кунпа пĕрлех социаллă тата политика тĕлĕшĕнчен темĕн чухлĕ ытларах представительсене хутшăнма май парать, унпа пĕрлех суйлавра вĕсем хушшинчи конкурентлăха ÿстерет.

А.КУЛИКОВ,
муниципалитет йĕркеленĕвĕсен Канашĕн Правлени председателĕ,

С.НИКОЛАЕВ,
муниципалитет йĕркеленĕвĕсен Канашĕн ĕç тăвакан директорĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code