Понедельник, 22 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Çуллахи каникул

Çуллахи каникул

вăхăтĕнче ачасене уйрăмах пысăк тимлĕх кирлĕ. Кил-çуртра та, урамра та вĕсене куçран вĕçертмесĕр асăрхасах тăмалла.

Çулла – шыва кĕрсе савăнмалли вăхăт. Çапах та ачасене шыв хĕррине аслисемсĕр ямалла мар. Кăçал çĕршывра коронавирус инфекцийĕ алхаснă тапхăрта чирпе кĕрешес йĕркесене те çирĕп пăхăнмалла. Ачасене хăйсене мĕнле тытмалли пирки ăнлантарса тĕрлĕ темăпа калаçу йĕркелемелле: çул-йĕр правилисене пăхăнмалли, çуртран аякка кайма тата улах вырăнсенче çÿреме, ют çынпа автомашина çине ларса кайма е палламан çын сĕнекен тĕрлĕ япалана илме юраманни пирки пĕлмелле вĕсен. Çавăн пекех çурт подъездне, лифта палламан çынсемпе кĕмелле мар. Пушă сарайсенче, çурт е хуралтă маччисенче выляма та ирĕк ан парăр. Енчен те хăрушлăх сиксе тухас пулсан ачана иртен-çÿренрен пулăшу ыйтма вĕрентмелле.

Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ! Килте пĕччен юлсан çурта палламан çынсене кĕртме, электроприборсемпе хăйсен тĕллĕн усă курма, шăрпăкпа выляма юраманни пирки те асăрхаттарсах тăрăр кĕçĕннисене. Компьютер умне ларсан та тимлесех тăрăр: сиенлĕ сайтсене кĕресрен упрăр.

Хамăр ачасен пурнăçĕпе сылăхĕшĕн яваплă пулнине пĕр самант та манар мар.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code