Понедельник, Сентябрь 21, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 10-шар пин тенкĕ тÿлеççĕ

10-шар пин тенкĕ тÿлеççĕ

РФ Президенчĕ Владимир Путин коронавирус инфекцийĕ чăрмавсем кăларса тăнă вăхăтра халăха тата экономикăна паракан çĕнĕ пулăшу мерисене палăртнă.

В.Путин медицина тата социаллă ĕçченсене паракан, уйрăм пайтаçăсене пырса тивекен пулăшу мерисене тăсни пирки те пĕлтернĕ.

Кунпа пĕрлех июль уйăхĕнче çемьери 16 çулчченхи кашни ачашăн 10-шар пин тÿлессине те каланă. Ку пулăшăва июнь уйăхĕнче те панăччĕ, çавăнпа та пĕр хут заявлени çырнисен халь ăна çырма кирлĕ мар.

Çемьере ĕçсĕр тăрса юлнă икĕ ашшĕ-амăшне те июль тата август уйăхĕсенче ÿстерсе тÿлекен ĕçсĕрлĕх пособийĕпе тивĕçтереççĕ тата кашни ачашăн хушма 3 пин тенкĕ тÿлеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code