Чăваш Республикин 2024 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программинче промышленность тата агропромышленность паркĕсене, промышленность технопаркĕсене тăвассине палăртнă.
Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенче, Патăрьел, Çĕрпÿ, Шупашкар районĕсенче çак парксене тума çĕр лаптăкĕсем уйăрма йышăннă.
Экотехнопарк тунин тĕп тĕллевĕ – полигонта пухăнса пыракан хытă каяшсен калăпăшне чакарасси, вĕсен пĕр пайĕпе /иккĕмĕшле чĕр таварпа/ производствăра усă курассин шайне пысăклатасси. Пирĕн республикăра вара йăлари хытă каяш çулсерен нумай пухăнать. Çавăнпа экотехнопарксем туни питĕ кирлĕ те вырăнлă. Пĕрремĕш тапхăрта каяшсене тирпейлекен тата иккĕмĕшле ресурссенчен продукци кăларакан производство-техника комплексĕсене тĕпрен юсаса çĕнетесшĕн. Иккĕмĕш тапхăрта Çĕнĕ Шупашкарти «Таса сывлăш» çĕнĕ площадка йĕркелесшĕн: унта каяшсене тарăннăн тирпейлесе энерги илесшĕн, çапла майпа экотехнопарксене хутшăнакансен производство лаптăкĕсене ăшă тата электричество энергийĕпе тивĕçтересшĕн. Асăннă проектсене пурнăçа кĕртни йăлари хытă каяша çулсеренех 200-250 пин тонна тирпейлеме май памалла.
Агропарксем туни ял хуçалăх продукцине туса илессипе, упрассипе, тирпейлессипе, сутассипе çыхăннă проектсене пурнăçа кĕртме лайăх условисем йĕркелеме май памалла. Пĕрремĕш лаптăк Патăрьел районĕнче пулмалла. Çавăн пекех вĕсене Шупашкар, Çĕрпÿ районĕсенче те йĕркелесшĕн. Хальхи вăхăтра виçĕ çак проект тĕлĕшпе ĕçлеççĕ.