Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Яваплă та сăваплă

Ял масарĕсене тирпейлĕ те таса тытса тăрасси паян пурăнакансен таса тивĕçĕ.

Хальхи вăхăтра Хăвăлçырма, Кÿлпуç ялĕсен масарĕсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртеççĕ. Сăваплă вырăн йĕри-тавра карта тытса çавăраççĕ. Кунти ĕçсем вырăнти пуçарулăх программипе килĕшÿллĕн пурнăçланаççĕ.

Çар тумне тăхăннă

Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчи çамрăксем Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçлаççĕ.

Çурхи призыв пуçланнăранпа Петр Воронин, Максим Сметанин, Ефим Леонтьев, Родион Романов, Владислав Ермаков, Артем Князев, Нияз Юсупов салтак атти тăхăннă. Каччăсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Михаил Егоров ăшшăн саламласа, ырă сунса салтака ăсатнă.

Уçă та çирĕп кăмăллă

Аслă Таяпара пурăнакан Мария Моисеева 9 теçетке çула хыçа хăварнă.

90 çул хушшинче Мария Яковлевна мĕн кăна курман, мĕн кăна тÿсмен. Тĕмер хĕрĕн ачалăхĕ вăрçă вăхăтĕнче иртнĕрен нуши-тертне те сахал мар астивнĕ, çапах та малалла талпăннă, ĕçпе пиçĕхнĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен колхозра ĕçленĕ. Мăшăрĕпе виçĕ ачана ура çине тăратнă. Паян та ахаль лармасть, кил хушшинче тăрмашать.

Тыл ветеранне Аслă Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Василиса Сапожникова РФ Президенчĕн салам открыткипе парне парса чысланă.

Ял çыннисен савăнăçĕ

Хальхи вăхăтра Шăмалакри культура çуртĕнче хĕрÿ ĕçсем пыраççĕ – строительсем унăн тăррине çĕнетеççĕ.

Юсав ĕçĕсем федерацин «Культура моей Родины» проектпа килĕшÿллĕн пурнăçланаççĕ. Культура çуртне юсама 1499,9 пин тенкĕ уйăрнă.

Республика призерĕсем

Республикăри «Çут çанталăк ăстисем» дистанциллĕ экологи квестне пĕтĕмлетнĕ.

Унта республикăри 18 районта 5 хулари 335 ача тĕрлĕ вĕренÿ проекчĕ тăратнă. «Эколята» тата «Çут çанталăкăн çамрăк хÿтĕлевçисем» номинацисенче Елчĕк шкулĕнчи Владимир Николаев, Елизавета Николаева, Кристина Павлова, Давид Портнов виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code