Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Тĕплĕ юсав ĕçĕсене пуçарнă

Тĕплĕ юсав ĕçĕсене пуçарнă

районти тĕп больницăри терапи уйрăмĕнче. Яваплă ĕçе Александр Нягин ертсе пыракан «Стройэнергосервис» ОООна шанса панă.

«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, республика бюджетĕнчен уйăракан тĕллевлĕ укçа-тенкĕпе усă курса районти сывлăх учрежденийĕнче иртнĕ çулсенчен тытăнсах сахал мар курăмлă пысăк ĕç пурнăçланă. Иртнĕ çулсенче, тĕслĕхрен, хĕрарăмсен консультацийĕн, инфекци тата туберкулез кабинечĕсене тĕплĕн юсанă, ача-пăча уйрăмĕпе поликлиникăна çĕнетнĕ, тĕп сиплев корпусĕсен çи виттийĕсене улăштарнă. 12 ялта çĕнĕ йышши фельдшерпа акушер пункчĕсене уçнă. Кăçал тепĕр ФАП – Çĕнĕ Арланкассинче хута каймалла.

Патшалăх шайĕнче йышăнусене тĕпе хурса малашлăхра тухтăр амбулаторийĕсене юсаса çĕнетессине тĕп вырăна хумалла.

Сăн ÿкерчĕкре: Надежда Уркова тĕп тухтăр терапи уйрăмĕнче юсав ĕçĕсене пурнăçлакан подряд организацийĕн ĕçченĕсемпе пĕрле строительство площадкинчи лару-тăрупа паллашаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code