Пирус туртни çыншăн сиенлĕ пулнине пурте пĕлеççĕ, анчах та туртакансен шучĕ сахал мар. Кун пирки тухтăрсем ачасене пĕрремĕш класранах ăнлантарма тăрăшаççĕ пулин те. Пирус вăл çăкăр мар, çăкăрсăр çын пурăнаймасть. Ăна туртмасан çын лайăх сывлăхпа пурăнать. Çакăн пирки арçынсен уйрăмах шухăшламалла.
Пирус тĕтĕмĕнче 4200 ытла тĕрлĕ япала пур. Уйрăмах никотин, табак, сăмала, тикĕт, углерод окисĕ сывлăхшăн хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Табак тĕтĕмĕнчи радиоактивлă веществосемпе йывăр металсем çын организмне питĕ вăйлă хавшатаççĕ. Пирус туртакансен бронхĕнче, ÿпкинче, пÿринче хура шĕвĕ тикĕт пек япаласем пуçтарăнаççĕ. Вĕсем çынна, вăхăт иртнĕ май, йывăр чирсемпе аптăратма пултараççĕ. Вĕсен йышне тута, пыр, вар-хырăм ракĕсем кĕреççĕ.
Хальхи вăхăтра тата та ытларах асăрханмалла, мĕншĕн тесен табак туртакансем 4-5 хут нумайрах бронхитпа, пневмонипе, туберкулезпа чирлеççĕ. Çавăн пекех пирус туртни вируспа çыхăннă чирсене сарăлма, аталанма пулăшать. Вара чир шала каять, йывăррăн иртет. Тепĕр чухне медицина пулăшсах та çитереймест.
Пирус туртакан çын хăйĕн пурнăçне 10-15 çул кĕскетет. Çак чăнлăха пурин те асра тытмалла: сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла, физкультурăпа, спортпа туслă пулмалла.
Р.ШАКОВА,
психиатр-нарколог тухтăр.