Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кашни кун хĕрÿ ĕçре

Кашни кун хĕрÿ ĕçре

Александр Нягин ертсе пыракан районти «Стройэнергосервис» ООО коллективĕ хальхи вăхăтра пĕр харăс темиçе объектра çурт-йĕр строительствипе юсав ĕçĕсене йĕркелесе пырать.

Строительсен ушкăнĕсем Улатăр районĕнчи икĕ объектра, районти культура çурчĕпе тĕп больницăра анлă юсав ĕçĕсене пурнăçлаççĕ.

– Хамăр çине илнĕ çак пысăк ĕçсене палăртнă вăхăтра вĕçлесси тĕп тĕллев пулса тăрать. Çакна шута илсе рабочисем çĕрне-кунне, кану кунĕсене пĕлмесĕр вăй хураççĕ, – тет Александр Нягин директор.

Çурт-йĕр строительствипе çыхăннă ĕçсене заказчиксем, пур чухне те тенĕ пекех, çуркуннехи-çуллахи вăхăтра тума ĕлкĕресшĕн. Çак тапхăрта пурнăçлакан ĕçĕн пахалăхĕ пысăк.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code