Раççей кино кунĕ кинематографистсен кăна мар, кинофильмсем курма юратакансен уявĕ те.
Тÿскелсем çак кун ачасене кăна мар, аслисене те праçник йĕркелесе панă. Нумай функциллĕ культура центрĕ умĕнче ача-пăча мульт-сăнарсене еплерех пĕлнине тĕрĕсленĕ, унтан вĕсене пысăк экран çинче мультипликациллĕ фильмсем кăтартнă. Аслăрах çулсенчисем «Т-34» боевика юратса пăхнă. Уява хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнса ирттернĕ.