Суббота, 15 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Санавиаци вăй илет

Санавиаци вăй илет

Катастрофа медицинин тата васкавлă медицина пулăшăвĕн республика центрĕпе «Вырăс вертолет тытăмĕ» общество авиамедицина пулăшăвĕ парас енĕпе килĕшÿ тунă. Çапла майпа Чăваш Республикине 25 миллион тенкĕлĕх пулăшу кÿмелле. Çулталăк вĕçлениччен йывăр чирлисем патне вертолетпа 47 хут вĕçме палăртнă. Пĕр сехетлĕх вĕçевĕн хакĕ – 231066 тенкĕ.

Пациента сиплев учрежденине вертолетпа илсе çитереççĕ. Вертолетра хальхи йышши медицина технологине вырнаçтарнă, реанимобильпе пĕрех вăл. Унпа йывăр чирлисене – инсульт, инфаркт пулнисене, операцие васкавлăн тумаллисене, пиçсе кайнисене, чрезвычайлă лару-тăрăва, аварие лексе йывăр сусăрланнисене – сиплев учрежденийĕсене илсе çитерме усă курĕç. Ăна меллĕ шутласа тупнă, вăл кирек хăш вырăна та анса ларма пултарать.

Вертолетра – 2 пилот, вĕсемпе пĕрле реаниматолог-анестезиологпа медбрат-анестезиолог вĕçеççĕ. Вĕсене ку условисенче ĕçлеме Мускавра ятарласа вĕрентнĕ. Сăмах май, иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче Чăваш Енре санавиаци пулнă. Паллах, ун чухне медицина оборудованийĕпе технологийĕсен шайĕ хальхи пек пулайман.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code